12 апреля 2019 г.
И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Надежда машиностроения" олимпиада иртрĕ. Ăна вĕрентỹ учрежденийĕ "Тракторсен завочĕсем" концерн управленийĕпе, "Союз машиностроителей России" обществăлла организацин регионти уйрăмĕпе пĕрле йĕркелерĕ. Олимпиадăна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпỹ хулисенчи, Йĕпреç, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпỹ, Канаш, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи шкулсенчи аслă классенче тата техникумсемпе колледжсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пурĕ 250 яхăн ача явăçрĕ.
Çак тупăшура Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен И. Сабитовпа Р. Шарафутдинов (ертỹçи Р. Сабитова) виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем хаклă парнеллĕ пулчĕç. Вĕсемсĕр пуçне университета вĕренме кĕнĕ чухне (енчен те физикăпа математика предмечĕсемпе экзамен пани шута кĕрет пулсан) 10 балл таранччен хушаççĕ. Ыттисенчен пысăкрах стипенди (2017 çулта 10 пин тенкĕ пулнă) параççĕ. "Тракторсен завочĕсем" концерн килĕшỹпе тĕллевлĕ вĕренекенсене ятлă стипендипе те тивĕçтерет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)