09 октября 2018 г.
Çын яланах малашлăхпа, ĕмĕтпе, пур çумне пур хушас тĕллевпе пурăнать. Тутар Сăкăтĕнчи Х. Абелханов çемйи те ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, хăш-пĕринчен харсăртарах тесе каласан тĕрĕстерех те пуль. Вĕсем ĕнесем, пăрусем, 150 сурăх, çу каçипе 100-шер хурпа кăвакал усраççĕ. Килĕнче индокăвакалсене чĕп кăларттараççĕ. Кил хуçине, Хайдер Шайхулловича, хăйсем туяннă трактор рулĕ умĕнче те час-часах курма пулать. Вăл вите тулли выльăха усрама утă хатĕрлет, кишĕр-чĕкĕнтĕр акать, çĕр улми кăларать... Çемье иртен пуçласа каçчен тăрăшать.
Ялта пурăнакансем выльăх тытнинчен тĕлĕнмелли çук. Абелхановсем те усранă, анчах ĕне пулман. 6-7 çул каялла тĕп киле тăрса юлнă тетĕшĕ уйрăлса тухнă шăллĕне тына парнеленĕ хыççăн витере çуллен йыш хушăнса та хушăнса пынă. Сахал мар чĕр чуна пĕчĕк витере усраймăн, çавна май Хайдер Шайхуллович ăна пысăклатнă. Ĕнесем, пăрусем валли пỹлĕмсем туса панă. Тин çут тĕнчене килнисем пĕр çĕрте, çитĕннисем тепринче тăраççĕ. Чĕлхесĕр янаварсене чунтанах юратса пăхни те сисĕнет: тислĕке вăхăтра тасатнăран хуралтăра таса, тирпейлĕ. Тутă пулнăран выльăхсем майпен çеç кавлесе выртатчĕç, çын кĕрсен те хускалмарĕç. Кил хуçи вĕсен умĕнчен апат татмасть, утă, çăнăх, жом çитерет. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ.
- Малтанхи çулсенче ĕçлеме йывăртарахчĕ, халь тивĕçлĕ условисем турăмăр. Апла пулин те пысăк йыша пĕччен пăхма çăмăлах мар. Алмаз ывăлăм яланах манпа юнашар вăй хурать. Выльăхсене пĕрле пăхатпăр, тракторсене те - вĕсем пирĕн виççĕ- иксĕмĕр юсатпăр. Алсу хĕрĕм амăшĕпе юнашар. Вĕсем пире валли тутлă апат хатĕрлеççĕ, пỹрт-çурта тирпейлеççĕ. Эпир яланах пĕрле пулма тăрăшатпăр, - тет Хайдер Шайхуллович.
Кил хуçи çемье хакне лайăх ăнланать. Хăйсен вăйĕпе тунă кермен пек çуртра мăшăрĕсĕр тата ачисемсĕр хăтлăх пулмассине пĕлет. Йывăр чир вĕсене тата ытларах çывăхлатнă.
Пепкисем пĕринчен тепри пĕчĕкрех чухне Хиндия аппа Шупашкарти онкологи больницине лекет. Хĕрарăм пурнăçпа вилĕм хушшинче пурăннă. Хайдер Шайхуллович çак самантра канăç мĕнне пачах маннă. Ирхине ирех тăрса выльăхне пăхнă, ачисене асламăшĕ патне леçнĕ хыççăн республикăн тĕп хулине мăшăрне ятарлă процедурăсене илсе кайнă. Пĕр е ик кун мар, чылай вăхăт вĕсен çапла çỹреме тивнĕ. Пĕрлехи вăйпа чире пĕрех парăнтарнă. Турри те хĕрарăма ачисене хăйех пăхтăр тесе шухăшланă пуль...
- Ялта вăй хумасăр пурăнма май çук. Ирхи 4 сехетре тăратпăр та каçсăр та пушанаймастпăр. Хăш-пĕр чухне çĕрле те пулса каять. Пысăкрах ĕçсене тума - сурăх çăмĕ илмелле е тырă кĕртмелле чухне - Зейдулла Хафизов, Руфия Айитова мăшăрĕпе пĕрле пулăшаççĕ. Çапла пурăнатпăр, - тесе вĕçлерĕ калаçăва Р. Абелханов.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)