03 октября 2018 г.
ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 73 çул иртрĕ, апла пулин те вăл паян та хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать. Тĕрĕссипе, ăна манма та юрамасть. Кашни килтен тенĕ пекех аллине пăшал тытса çапăçакансем пулнă, пĕрре кăна та мар.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри "Вилĕмсĕр полк" акципе пĕрлешнĕ. Вĕсем вăрçа хутшăннă, унтан таврăнман мăн аслашшĕ-кукашшĕ, тăванĕсем пирки ытларах та ытларах кăсăкланма пуçланă. Пĕлỹ çуртĕнче полк штабне те тунă. Учительсем, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем çывăх çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсене тупаççĕ, çар сайчĕсенче шыравсем ирттереççĕ. Пухăннă материалсемпе усă курса вĕрентекенсем класс сехечĕсем йĕркелеççĕ. Шкул музейĕ те иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пулнă салтаксен историйĕпе пуянласа пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)