29 мая 2018 г.
Вăтам шкулсенчен вĕренсе тухса алла аттестат илме хатĕрленекенсене пĕр шухăш канăç памасть: "Кам пулмалла-ши?". Çак ыйту педагогсемпе ашшĕ-амăшне те шухăшлаттарать. Çитĕнекен ăрăвăн малашлăх çулĕ уçă пултăр тесе тăрăшатпăр-çке. Мĕнле хатĕрленеççĕ-ха пурнăç çулĕ çине тăма выпускниксем? Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкултан кăçал 15 ача вĕренсе тухать.
- Пурте аслă шкула кайма ĕмĕт тытмаççĕ. Çакăнпа та килĕшмелле. Юрист е экономист дипломне илнĕскерсем урăх ĕçе кỹлĕнни кама савăнтарать. Çавăнпа эпир кăçалтан ачасене рабочи профессийĕсене ытларах алла илме сĕнесшĕн. Вĕсене валли ĕçĕ те тупăнать, тỹлевĕ те тивĕçтерет темелле,- тет пирĕнпе сăмах пуçарса Г. Сабитова шкул директорĕ. Гельнур Нурулловна вĕренекенсен кашни кунне шкулта тухăçлă ирттерме тăрăшнипе паллаштарчĕ. Тунтикунсемпе ытларикунсенче аслă классене çỹрекенсем уроксем хыççăн пĕлĕве малалла тăсма май паракан тĕрлĕ кружока юлнă. Хушма занятисенче экзаменсене хатĕрленме майсем пулнă. Юнкунсенче вара çĕлеме, ỹкерме, ытти алă ĕçне хăнăхас текенсен хăйсен ăсталăхне ỹстернĕ. Кĕçнерникун "Эпир - пĕрле" социаллă проект кунĕ. Ỹркенмен ял хастарĕсем те ачасем патне килсе каллех ыррине вĕрентме май тупаççĕ. Акă М. Валеев кăмăл пуррисене хут купăспа калама вĕрентет. Г. Халитов шашка-шахмат ăсталăхне алла илме пулăшать. Р. Сафиуллов та шкулта тăтăш пулать. М. Ахметова вара ачасене тĕрĕ ăсталăхне хăнăхтарать. А. Арипова тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе сĕтел çине илемлетме вĕрентет.
Эрнекунсенче класс сехечĕсем иртнĕ. Шăматкун вара хореографи занятийĕсем пулнă. Э. Аюпова ăстаçă патне 5 ушкăн çỹренĕ.
Çитĕнекен ăрăва пурнăçра ыррине, йăла-йĕркене ăша хывма пулăшас ĕçре Р. Арипова, А. Козлов ветеран-педагогсем, Р. Кадиров та нумай пулăшаççĕ. Ачасенчен чылайăшĕ вырсарни шкула та çỹрет.
Аслă ăру çыннисем вĕренỹ учрежденине пырса çỹрени вĕсен ĕçĕпе те паллашма май парать. Сĕтел-пукан ăсталакан Велиулловсем, çăкăр-кукăль пĕçерекен Мухутдиновсем, М. Шамсутдинов, И. Фай- зуллин, Р. Несертдинов, Р. Куликов, И. Мухутдинов, Мускав диаспори тата ыттисем те шкулпа çывăх. Пулăшу кирлĕ вăхăтра алă тăсса параççĕ. Хăйсен ĕç вăрттăнлăхĕсене ачасене те вĕрентеççĕ.
- Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн шкултан 24 ача пурнăç çулĕ çине тухрĕ. Хăйсен малашлăхне медицинăпа, çар ĕçĕпе, ытти енĕпе çыхăнтарас ĕмĕтлисем тĕллевĕ- сене пурнăçларĕç. Чылайăшĕ аслă шкулсенче бюджет мелĕпе вĕренеççĕ. Патшалăх пулăшăвне илекенсем ашшĕ-амăшне сахалрах тăкаклантараççĕ. Кăçал алла аттестат илме хатĕрленекенсенчен ытларахăшне урăхрах вĕренỹ заведенийĕсенче курас килет, - тет Г. Сабитова.
Вĕренекенсен ĕмĕчĕсем те çавнашкал. Кăçал вĕсем районти тата республикăри олимпиадăсемпе конференцисене, конкурссене хутшăнса призлă 10 вырăн çĕнсе илнĕ. В. Сабитова экологипе мала тухнă. Р. Шарафутдинов республикăри конкурсра пĕрремĕшне тивĕçнĕ. И. Шарафутдинов "Надежда машиностроения Чувашии" конкурсра, И. Козлов Хусанта, В. Салихова Çĕпрелте палăрнă тата ытти те. Çаксем малашлăх çулне уçма пулăшасса шанаççĕ.
Çитес çул шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне палăртма хатĕрленет. Çавна май вĕренỹ учрежденийĕтĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çакă та ачасене аслă ăрурисен профессийĕсене суйласа илме пулăшасса шанаççĕ педагогсем.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)