20 апреля 2018 г.
Çемье кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта юрату çуралать, эпир хỹтлĕх туятпăр. Пĕр-пĕринпе хутшăнма, хисеплеме, ăнланма вĕренетпĕр. Пурнăçра çынна кирлĕ паха енсене хăнăхатпăр. Çемье йăли-йĕркине йывăç тымарĕпе танлаштарма пулать. Вăл мĕн чухлĕ тарăнрах, çавăн чухлĕ çирĕпрех.
Çамрăксене пулăшас, çемье хутшăнăвĕсене, тус-тăванлăха çирĕплетес, йăла-йĕркене аталантарас тĕллевпе Шупашкарти "Онегин" кафе-клубра "Пĕрлешỹ" фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Республика шайĕнчи мероприятие пирĕн районти икĕ çемье хутшăнчĕ. Маларах Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнчи Гайнулловсен тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Тазетдиновсен çамрăк çемйисем муниципаллă тапхăрти конкурс çĕнтерỹçисем пулнăччĕ.
Аса илтеретпĕр: мăшăрсем маларах "Чи лайăх çамрăк çемье-2018" ята илессишĕн тупăшса куçăмсăр майпа мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 8-мĕшĕччен хăйсен ăсталăхне кăтартнăччĕ. Унта 10 районпа хулари 13 мăшăр хутшăннă. Финалта вара вĕсен "Чи пылак çемье" темăпа визитка-презентаци кăтартмалла пулчĕ.
Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Тазетдиновсем "Çемье талисманĕ" номинацире çĕнтерчĕç. Тутар Сăкăтĕнчи Гайнулловсем вара "Чи лайăх çемье-2018" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)