02 февраля 2018 г.
Паян аслă шкулсенче пĕлỹ илекен студентсем хĕллехи каникулта. Чылайăшĕ вĕсенчен ялта, ашшĕ-амăш килĕнче, юлташ-пĕлĕш хушшинче канаççĕ. Çак майпа усă курса Тутар Сăкăтĕнчи культура çуртĕнче студентсемпе ял çамрăкĕсем хушшинче тĕл пулу йĕркеленĕ. Студентсем хăйсен пурнăçĕ, пулас профессийĕ пирки каласа панă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Ăшă тĕлпулу ташă каçĕпе вĕçленнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)