Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа килĕштерсе ĕçлени - çитĕнỹ çăл куçĕ

26 декабря 2017 г.

Хальхи вăхăтра районти власть органĕн тĕллевĕ - экономика, социаллă сферăри мĕн пур отрасле ăнăçлă аталантарса пырса халăх интересĕсене, вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтересси. Тĕп вырăнта çынсене, уйрăм çемьесене тимлĕх уйăрасси, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче те курăмлă улшăнусем пулса пыраççĕ. Яла малашлăх валли шанчăклă никĕс хăварас тесе Тутар Сăкăт поселенийĕ мĕнле ĕçлесе пырать-ха? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ ял тăрăх пуçлăхĕпе - Марат Сейфуллович Хакимовпа - тĕл пулса калаçнă.

- Марат Сейфуллович, власть хальхи вăхăтра полномочи кăна мар, халăх умĕнчи пысăк яваплăх та. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнă. Çак "лава" иккĕмĕш хут та кỹлĕнме тиврĕ сирĕн. Юлашкинчен халăх умĕнче "присяга" йышăнни те икĕ çул иртрĕ. Апла пулсан, хăш-пĕр ĕçсем пирки çирĕппĕнех пĕтĕмлетỹ тума та пулать-тăр?

- Паллах. Чăн малтанах эпĕ хамăр пурнăçлакан ĕçпе çынсен шанăçне тỹрре кăларни хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хаклатăп. Ун пек чухне халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те ансат. Кăçал эпир республика программипе килĕшỹллĕн Шкул урамне (2 çухрăм та 27 метр) çул сартăмăр. Çапла вара район администрацийĕ пулăшнипе вуншар çул ял çыннишĕн "çăпан" вырăнĕнче ыраттарса тăракан ыйту татăлчĕ. Паллах, ку ĕçпе ман умĕнхи ял тăрăх пуçлăхĕ те чылай ĕç туса хăварнă. Унсăр пуçне хамăр вăйпах икĕ урамри çула шăтăк-путăксенчен те тỹрлетрĕмĕр.

- Марат Сейфуллович, çул çынсемшĕн организмри юн тымарĕ пекех. Вăл утса çỹреме çеç мар, ытти чылай ыйтăва татса панă чухне те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе ытти урамсене те кỹрентересшĕн мар-тăр? Çула май хăвăрăн малашлăх тĕллевĕрсемпе те паллаштарса хăварсамăр.

- Ял тăрăхĕнче те эпир тỹшеккине кура урана тăсма тăрăшатпăр. Çитес çул бюджета кĕрекен укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе Çĕнĕ тата Тĕп урамри çулсене те тирпейлесшĕн. Строительство темине хускатнă май тепĕр пысăк ыйтăва та çĕклесшĕн. Аслă урамри çул хĕрринче 2002 çултанпа ларакан здание культура çурчĕ валли реконструкци тума пикенесшĕн. Ял халăхне хăтлă культура çурчĕ кирлех. Мĕншĕн тесен пирĕн ялта культура мероприятийĕсем, тĕл пулусем питĕ нумай иртеççĕ.

- Тутар Сăкăтĕнче социаллă культура объекчĕсем - шкул, ача сачĕ, клуб, почта уйрăмĕ, медпункт, мечĕтсем çеç мар, пекарня, магазинсем те пур. Фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм усламçăсем те сахал мар. Вĕсемпе пĕр вăй пулса ĕçлеме йывăр мар-и?

- Ку таранччен ăна туймарăм. Хамăн ĕçре пулăшакансем умĕнче вара пуçăма таятăп. Ялти педагогсемпе, депутатсемпе, имамсемпе тата уйрăм хастарсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр пĕрлехи вăйпа кивĕ масар йĕри-таврашне (208 метр) профнастилпа тытса çаврăнтăмăр. Кăçал тепĕр сăваплă вырăна (84 метр) çак меслетпех халăх вăйĕпе йĕркене кĕртрĕмĕр.

- Районти ял тăрăхĕсенче кил хуçалăхĕсенчен çỹп-çап илсе тухассине тĕрлĕрен йĕркеленĕ. Тĕрĕссипе хальхи вăхăтра çак ыйтупа пĕршухăшлăх çук-ха темелле. Эсир ăна мĕнлерех татса паратăр?

- Ку тĕлĕшпе пирĕн те çирĕп йĕрке çуккине йышăнмлла. Хальлĕхе "Полигонпа" ĕçлетпĕр. Кашни çемьепе килĕшỹ тунă. Апла пулин те куç курман чухне васана та çырма айккине ăпăр-тапăр вăркăнтаракан пур-ха. Ку ыйтупа малалла та ĕçлетпĕр.

- Ытти ялсемпе танлаштарсан Тутар Сăкăт пĕчĕкех мар: 412 хуçалăхра 1336 çын пурăнать. Ял çулсерен капăрланать. Кăçал çеç 526 тăваткал метр пурăнмалли çĕнĕ çурт хута кайни те çакнах çирĕплетет. Ĕçпе çеç мар, халăха чун-чĕререн хавхалантарма культура вучахĕ тивĕçтерет-и?

- Пирĕн культура çуртĕнче календарьти пĕр уяв та паллă тăвăнмасăр юлмасть пулĕ. Унсăр пуçне ялти хисеплĕ çынсен ячĕпе ăмăртусем ирттересси те йăлара. Çакă уйрăмах çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ тесе шутлатăп.

-Тавах сире уçă калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика