28 ноября 2017 г.
"Пурнăçра атте сăмаха ăна хирĕç тăрса каласа та кураймарăм эпĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ стена çумĕнче çакăнса тăрать. Çамрăк, кĕрнеклĕ, юратмалли арçын...", - тет 77 çула кайнă Тутар Сăкăтĕнчи Э. Козлов.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула миçе çемье тăлăха юлнă-ши? Амăшĕсем ывăлĕсене, кинĕсем мăшăрĕсене, ачисем ашшĕсене кĕтсе илеймен. Энвер Алиулловича та çак шăпах тивнĕ. Пĕртăван Затияпа Зекия ашшĕ чĕрçи çинче сикеймен, ун ытамне лексе курайман. Амăшĕ вĕсене çурма тăлăххăн ỹстернĕ. Çиме çăкăр, çие питĕрме тумтир çуккине те пытарайман çывăх çынни. Çакнашкал шăпа ялти пĕр Козловсене çеç пырса тивмен-çке.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче Зекия хĕрĕн кĕрỹшĕпе Энвер абый Чăваш Республикинчен ятарлă автобуспа Смоленска çул тытнă. Делегаци йышне çак çĕрте хаяр çапăçусенче пуç хунисен çывăх çыннисене чĕннĕ.
1500 çухрăма хыçа хăварнă ентешсем. Пурин те пĕр ĕмĕт: мĕн çĕнни пĕлме пулать-ши хыпарсăр çухалнă тă-ван çĕршыв хỹтĕлевçисем çинчен? Чăвашран пынисене те, ыттисем евĕрех, ăшшăн кĕтсе илсе хăна çурчĕсене вырнаçтарнă. Экскурсисене илсе çỹренĕ. Чи пăлхантараканни, ỹт-пĕве çỹçентерекки, куççуль кăлараканни вара облаçри Хлепень ялĕнче тупнă паттăрсен масарĕнчен чавса кăларнă нимĕç фашисчĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ алла хĕç-пăшал тытса хула хỹтĕлевне тăнă салтаксен юлашкийĕсене чыслăн пытарма хутшăнни.
Пăлхану, куççуль... 38 салтакăн шăмми-шакки. Вĕсем çак çĕрте 75 çул ытла выртаççĕ. Хăшĕ кам? Никам та пĕлмест. Пĕрин кĕсйинче çеç паллă пулнă. Медальонпа юнашар хăй чăваш çĕрĕнчи Тутар Сăкăт ялĕнчен пулнине пĕлтерекен хут тупнă. Сарăхса кайнă табак чĕркемелли çỹхе хут çинче хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ уççăн курăнать. "Вазуза" шырав отрячĕн членĕсем куншăн савăнсах кайнă. Вара Чăваш Ене çырупа тухнă.
- Пуç тайса тав тумалăх пурах. Анне 1985 çулта вилчĕ. Вăрçă чарăннăранпа аттене аса илмесĕр пĕр кун та ирттерместчĕ. Вĕлтĕрен яшки пĕçерсен те, мăян пашалăвĕ çăрсан та çывăх çынни киле таврăнасса куç пек кĕтетчĕ. Пире атте пек ĕçчен, ырă кăмăллă, çынсене пулăшма хатĕр тăма вĕрентетчĕ. Вăрмана çунашкапа хăрăк-турат турттарма кайсан та пирĕнпе хăпартланатчĕ. Ачисенче малашлăх куратчех. Юрать аттепе анне иккĕшĕ те пĕр ялтанах пулни çăмăллăх кỹретчĕ. Йывăртарах ĕçсенче икĕ енлĕ тăван та алă тăсса пама хирĕçлеместчĕ. Паянхи кун та вĕсен ăшшине туятăп,- тет Энвер абый.
Шырав отрячĕн членĕсем сахал мар ĕç тунă. Салтаксем усă курнă кашăксем, йывăç чĕлĕмсем, куç кĕскисем... чава-чава кăларнă. Анчах хăшĕ камăн-ши?
Никам та манăçман, нимĕн те манăçмасть, теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Паттăрсен ятне вилĕмсĕр хăварас тĕлĕшпе çарпа патриотла ыркăмăллăх фончĕ "Вилĕмсĕрлĕхе утакан" медаль çирĕплетнĕ. Тĕл пулура Алиулла Сафиулловича тивĕçекеннине ывăлне панă. Тĕпчевçĕсем ятарлă альбом та туса хатĕрленĕ. Çеçен хирти çур ĕмĕр ытла окопра выртнă çĕршыв хỹтĕлевçисен юлашкийĕсене мĕнле чавса кăларнине сăнарланă унта тата ытти те.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене манăçа кăлармастпăр-ха эпир. Юлашки çулсенче "Вилĕмсĕр полк" та Çĕнтерỹ кунĕнче митинга тухать. Унта микрофонпа янăракан реквием ваттине те, ачасене те аса илỹ авăрне путарать. Хăйĕн ашшĕн вил тăприне тупни Э. Козлова савăнтаратех. Унпа çыхăннă аса илĕвĕсене вăл каярахпа шкул музейне парса хăварасшăн. Ан тив, паллакан çук ăна никам та, анчах йăх-тымарне пĕлет. Паянхи телейлĕ пурнăçшăн пуç хунине туять.
Паттăр пулнă А. Козлов. Вăрçă пуçланни нумай вăхăт иртмен пулсан та "За отвагу" медале тивĕçнĕ. Каялла пĕр утăм та чакман.
"Смоленска нимĕç çарĕсем 1941 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче кĕнĕ. Çавах Днепр юхан шывĕ урлă çапăçса каçайман. Кунти хывнă кĕпере аркатнă. 16, 19, 20-мĕш çарсем вут-çулăм айне пулнă. Вĕсене çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç парасси пĕр вăхăта чарăннă пулин те тỹснĕ салтаксем..." тесе вулатпăр истори страницисене.
Шел. Пĕр çемьерен икшерĕн, виçшерĕн вилни те пур çакăнта. Манмастпăр вĕсене, асра тытатпăрах. Юрăри сăмахсемпе çирĕплетес килет: "Аттесем туса çитерейменнине эпир малалла тăсăпăр, аттесем вĕçлеймен юрра эпир малалла шăрантарăпăр".
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)