Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рауза аппана çулсем иртни хурлăх кỹмест

24 ноября 2017 г.

Тутар Сăкăтĕнчи Насибулловсен килне çак кун ирпе-ирех хăна-вĕрле пуçтарăнчĕ. Кун валли сăлтавĕ те пысăк. 90 çул тултаракан Рауза Шигабутдиновна ĕç ветеранне тата тыл паттăрне чыс та хисеп тума çывăх тăванĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ М. Хакимов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн специалист-эксперчĕ Л. Базманкина та хутшăнчĕç.

Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă Рауза аппан пурнăçĕ яланах шурă кулач çисе иртмен. Ĕç ветеранĕн ĕмĕрĕ ытти çĕршер ватăсенни пекех хурапа шуррине черетленипе сыпăнса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятран çырнă Тав çырăвĕнче те тыл хастарне çĕршывшăн йывăр вăхăтра ырми-канми тăрăшнăшăн, йывăрлăхсене парăнманшăн чи ăшă сăмахсемпе саламланă.

- Сирĕн пархатарлă та ырă ĕçĕр ыттисемшĕн тĕслĕх пулса ламран-лама куçса пырĕ. Тата нумай-нумай çул эсир ачăрсене, мăнукăрсене савăнтарса пурăнăр,- терĕ Равиль Фарахутдинович ялти хисеплĕ çынсенчен пĕрне- Рауза Насибуллована сывлăх, çемьере ăнăçу суннă май.

Хальхи вăхăтра вăл икĕ ывăлĕнчен пĕринпе - Минзагит çемйипе - пурăнать. Мансур вара Мускавра тĕпленнĕ. Юратнă амăшне, асламăшне юбилей ячĕпе саламлама вĕсем те çемйипех килнĕ. Пăрчăкан пек кинĕсем хăнасем умĕнче тапăртатса çеç тăраççĕ. Ахальтен мар иккен вĕсене хуньямăшĕ "манăн кинсем те, хĕрсем те" тесе хаклать.

Пурнăçри самантсене куç умне кăлармалли пайтах хĕрарăмăн: вăл вунă çултах аслисемпе тан хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ, шăмшакĕ хытса çитичченех вăрман касма, çул тума çỹренĕ, тырă вырнă, кĕлте тунă... Мăшăрпа пурăнма пикенсен те (шел, 40 çул каяллах вăл çĕре кĕнĕ) йывăрлăхсене самай парăнтарма тивнĕ. Каярахпа медпунктра ĕçленĕ чухне хуçалăх витисенчи выльăх айсарăмне пуçтарса кăмака хутнисем те пулнă. Эмел илме вара район центрне 30-35 çухрăм çуран танкканă: çумăр çăвать е çил-тăман - хушнă ĕçе пурнăçланă ялан. Пысăк çемьере ỹссе çитĕннĕ пулин те, амăшĕ вĕсене кашни ĕçе тĕплĕ те тирпейлĕ пурнăçлама хăнăхтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăк чухне весовщикре, звеньевойра тăрăшнă тапхăртах вăл ял-йышра пысăк хисеп çĕнсе илме пултарнă.

Тутар Сăкăтĕнчи Рауза Шигабутдиновна çулне кура мар ĕмĕчĕпе çунатлă пулни чăнах та тĕлĕнтерчĕ. 90 çулхи ветеран паян та шăрçалакан сăвă йĕркисем кашни çынна шухăша ячĕç. Вĕсенче вара шăпах унăн пурнăç саманчĕсем "тĕрленнĕ": йывăр ачалăх, хăрушă выçлăх, юнлă вăрçă кунĕсем, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăр...

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика