24 марта 2017 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăваш та, тутар та, ирçепе вырăс та хăтлăх тупнă. Çав вăхăтрах кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, кун-çулĕ...
Чăвашпа тутар ялĕсен хушшинче уйрăмлăх пур-и? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Тутар Сăкăтне çитрĕмĕр. Кунта паян 420 килте пурăнаççĕ. Хĕрĕх пиллĕкĕшĕ, шел те, пушă. Пысăк çак ялта 1300 çын пурăнать. Ĕç йĕркелÿçĕ-инспекторта ĕçлекен Айрат Насибуллов пĕлтернĕ тăрăх, чылай çĕрти пекех Тутар Сăкăтра та арçынсем тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Çав вăхăтрах вырăнтах укçа тăвакан та сахал мар. Калăпăр, ялта хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем 20-е яхăн. Хăшĕсем сĕтел-пукан фабрики уçнă, теприсем пекарня тытса тăраççĕ. Унта тутар наци апачĕ, çăкăр-кукăль пĕçереççĕ. Виççĕмĕшĕсем сĕт пухассине йĕркеленĕ. Ара, ялта хăшĕ-пĕри 4-5-шер ĕне тытать. Юлашки çулсенче Тутар Сăкăтсем пулă тĕтĕмленипе палăрнă. Уйрăм çынсем ĕçе килĕсенчех, пĕчĕк пÿрчĕсенче, пурнăçлаççĕ. Маларах тутарсем выльăх пусса какая Хусана турттарнă пулсан халĕ вырăнтах аш-пăшран тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Уйрăм çынсен хушшинче тутарсен паха апатне – казы — янтăлакан нумай. Ăна кашни килте тенĕ пекех тăваççĕ. Пыршă ăшне лаша какайне /ытларах чухне кайри пĕççипе усă кураççĕ/ тултарса пĕçереççĕ. Казыне нумайăшĕ уяв сĕтелĕ валли, кучченеç пама хатĕрлет. Сутакан та пур.
Хăшпĕр чăваш ялĕнче паян пĕр лаша та кураймастăн, Тутар Сăкăтра вара чĕлхесĕр янавар хисепĕ çĕртен те иртнĕ. Тутарсем тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. «Ялта 3 мечĕт. Кашнинех куллен 20 ытла çын çÿрет. Праçниксенче ялти мĕнпур арçын тенĕ пекех каять. Ача садĕнче, шкулта, клубра наци культурине, йăли-йĕркине упрама тăрăшаççĕ. Çакă ламран-лама куçать. Ял çыннисем тутарла та, чăвашла та лайăх пĕлеççĕ», — терĕ Айрат Минзягитович. Çамрăксем юлаççĕ тĕк — ялăн малашлăхĕ пур. Çуралнă вырăнта тĕпленекен сахал маррине кунта 2013 çулта капмар шкул хута кайни те çирĕплетет.
Роза ВЛАСОВА
Источник: "Хыпар"