01 марта 2017 г.
Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт вăтам шкулĕн ĕçченĕсем "Эпир пĕрле" проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Ăна вĕсем ăрусен çыхăнăвне çирĕплетес, шкул ачисене ырă тĕслĕхсемпе паллаштарса патриот воспитанийĕ парас тĕллевне пуçарнă.
Клубăн çак кунсенче иртнĕ Ларăвнек выр1нти ял тăрăхĕн пуçлăхне, мечĕтсен аксакалĕсене тата ятарлă хăнана- Тутар Сăкăт шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Тутарстанри "Ватаным Татарстан" хаçатăн тĕп редакторне Миназим Сепперова - чĕннĕ.
Миназим Мавлетович тăван ялĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленнине, унта таса, çырман страницăсем хăварма тĕв тытнине пĕлтерчĕ. Ял çыннисем унта хăйсен йăх- несĕл тымарĕпе, сумлă çынсен кун- çулĕпе паллашатрĕç.
Источник: "Хыпар"