16 января 2016 г.
Совет самани тапхăрĕнче кĕрленĕ Аркадий Гайдарăн "Тимурпа унăн команди" çеç мар, кучухне пирĕн районта та уйрăм çынсен пуçарăвĕпе пархатарлă, усăллă, сăваплă ĕçсем тусах тăраççĕ. Акă, çак кунсенче çанталăк пирĕн чăтăмлăхăмăра тĕрĕсленĕ евĕрех, çине-çинех кушак пуç евĕр юр çуса пачĕ, пĕрлех тăманĕ те тустарчĕ. Урăхла каласан, ял çыннине хальхи вăхăтра пысăк ĕç антарса пачĕ: кил-картине те, çурт умĕнчи çулсене те юртан уçса тасатмалла. Унсăрăн хĕл каçа шур кашма айнех пулатăн!
Ку тĕлĕшпе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вăрçă ветеранĕсене, пĕччен пурăнакан ватăсене хăйсен хỹтлĕхне илсе ĕлĕкхиллех, Тимур юхăмĕсем ватăсене ырă тунă чухнехиллех, тимлĕх уйăрса, пулăшса тăраççĕ. Хальхинче те Чулпан Вахитова аслă вожатăй пуçарăвĕпе тата ертсе пынипе тăххăрмĕшсем А. Насибуллов вăрçă ветеранĕн кил картинчи юра кирлĕ пек тирпейленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)