11 сентября 2015 г.
Çут çанталăкăн этем ирĕкне пăхăнман вăйĕ пурах. Тунтикун, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, Тутар Сăкăтĕнчи ял тăрăхĕнче 14 сехет те 30 минутра пăрлă çумăрпа пĕрлех вăйлă çил-тăвăл килсе çавăрттарса чăн малтанах 2013 çулта çеç хута кайнă çĕнĕ шкул çуртăн тăррине сỹсе ывăтса пысăк хур кăтартнă. Кĕтмен инкекрех райпо магазинĕ, 500 гектар ытла çĕр, хĕрĕх ытла уйрăм хушма хуçалăх çут çанталăк пулăмĕн мăшкăлĕ пулнă. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире ялти пăтăрмах пирки ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Загит Салихов:
_ Район администраци пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 9 сехетрен пуçласа пирĕн ялта ятарлă хушу кăларичченех чрезвычайлă лару-тăру йĕрки пырать. "Булат" тулли мар яваплă общество специалис- чĕсем çийĕнчех вăтам шкул çуртне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме пикенчĕç. Вĕрентỹ процесĕ татăлман, хальлĕхе ачасенчен хăшĕ-пĕри Алманчăра, теприсем Сăкăтра вĕренеççĕ. Çут çанталăк пулăмĕпе сиен курнă хуçалăхсене (çиччĕн çеç страхланнă) "Поддержка" страхлакан компани икккĕмĕш куннех тăкакĕсене саплаштарнă.
Май пуррипе усă курса çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Хĕрĕх хуçалăхран 15-шĕ çеç хăйсен кил-çуртне, хуралтисене инкек-синкерен, çутçанталăк пăтăрмахĕсенчен страхланă. Пысăк тăкак тỹснисенех инкеке хăйсен вăйĕпе парăнтарма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)