Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Манăн çулсем _ манăн пуянлăх"

15 августа 2015 г.

Çапла хак парать хăйне Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Сария Минулловна Арипова. Вахтанг Кикабидзе шăрантарнă евĕр "Манăн çулсем _ манăн пуянлăх",-тет.

Тыл хастарĕпе ĕç ветеранне пысăк юбилей _ 90 çул тултарнă ятпа _ район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалист-эксперчĕ Е. Абужарова, ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Хасянов саламланă, тыл хастарĕпе ĕç ветеранне Раççей Президенчĕн ятран çырнă Тав хучĕпе парне парса чыс тунă.

Вуннăмĕш теçеткене вакланă хисеплĕ ватă паян çичĕ ачипе çеç мар, 21 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 28 пепкипе савăнса, çунатланса пурăнать. Хыçра вара хурапа шурă черетленсе пынă вăрăм пурнăç сукмакĕ выртать. Сария аппан кĕреке хушшинче аса илмелли пайтах: вăл ытти ватăсем пекех вăрман та каснă, торф кăларма та кайнă, выçлăхпа çуклăх вăхăчĕсене те чăтса ирттернĕ... Çав вăхăтрах Абдулбари Каюмовичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) сак тулли ача пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Урăхла каласан, канлĕ те лăпкă ватлăхра кинемейĕн куç умне кăларса тăратмалли самантсем пайтах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика