17 июня 2015 г.
ТУТАР Сăкăтĕнчи Рифкать Куликов пурăннă пулсан çак кунсенче хăйĕн пысăк юбилейне паллă тăватчĕ. Шел, сăртлă-туллă Афганистанра службăра тăнă мал ĕмĕтлĕ каччă тăван яла çунатланса таврăнайман. Кăра шăпа ăна ураран ỹкернĕ. Салтакпа яланлăхах сывпуллашнăранпа чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ пулин те унăн çутă сăнарне асран кăлармаççĕ. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Рифкатьпа пĕр варта выртнă тăванĕсем ял-йышпа пуçтарăнса хăйсен пиччĕшĕ 50 çул тултарнă кунхине вăл çуралса ỹснĕ çурт çине асăну хăми уçнă. Мероприятие районти афганецсемпе пĕрлех салтакăн ентешĕсем, аксакалсем, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Хасянов, районти çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов хутшăннă.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çак вăрçă синкерлĕхĕпе çичĕ каччă тăван тăрăха таврăнайман: Минхайдер Валитов, Александр Журавлев, Геннадий Козлов, Михаил Метин, Владимир Перлов, Николай Родионов тата Рифкать Куликов.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)