11 февраля 2015 г.
ТУТАР СĂКĂТĔНЧЕ пĕччен пурăнакан ватăсемпе вăрçă ветеранĕсене, пулăшу кирлĕ карчăк-шăрчăка кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлама пулăшасси _ ырă йăлара. Шкулта ĕлĕкхи Тимур отрячĕсем, волонтерсем пулни пысăк çăмăллăх. Çак кунсенче те шкулти аслă вожатăй Чулпан Вахитова ертсе пынипе саккăрмĕш класра вĕренекенсем А. Насыбуллов вăрçă участникне туххăмрах картишĕнче пуçтарăнса кайнă юр купине урамалла кăларса пулăшнă. Ватлăхра хури-шуррине те пĕччен çеç пайлакан Абдулла бабайшăн çакă пысăк ĕç. Ветеран вĕренекенсене хăйĕн çăмăл мар пурнăçĕ пирки каласа панă, сума сунăшăн, пулăшнăшăн тав тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)