Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче те предпринимательлĕх аталанать

31 января 2015 г.

Мĕн çисен мĕн ĕçмеллине пурнăç хăйех вĕрентет иккен. Çĕр-шывра рынок экономики хуçалана пуçласан ял çыннисем те самана таппипе утма пикенчĕç. Çĕр пайĕсенче сухан-çевок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, çĕр улми ытларах туса илме, ĕне-выльăх йышлăрах усрама, фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пуçларĕç. Кил-хуçалăхра вăй хуракансен хăш-пĕр çул пахча-çимĕç продукцийĕнчен тупăшĕнчен ытларах тăкакĕ пулсан та çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Ара, утăм пусмассерен укçа кирлĕ вĕт: электричествăпа, газпа усă курнăшăн, шкулта ачасем апат çинĕ-шĕн кашни уйăхрах тỹлемелле. Çавăн пекех тум-тирне те тăхăнас, тутлăрах апат та çиес, çурт-йĕре те çĕнетес килет. Республикăн кăнтăр енчи халăхĕ кил-çурт çине, ыттисемпе танлаштарсан, пушшех те ытларах тимлĕх уйăрать. Çакна районта тăвакан çур-йĕр лаптăкĕ ỹсни те, пĕринчен тепри капмартарах ларакан пỹртсем те çирĕплетеççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем нухрат тумалли мелĕсене шыраса тупсах тăраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме вара патшалăх паракан пулăшусем те самаях витĕм кỹреççĕ. Ахальтен-им пирĕн район çыннисем Чăваш Енре çăмăллатнă кредитпа (ЛПХ) чи нумай усă кураканнисем. Агропромышленность комплексне аталантармалли наци проекчĕ хута кайнăранпа 3 млрд тенкĕ ытла илнĕ. 2014 çулта кăтарту 549 млн тенкĕпе танлашнă.

Тутар Сăкăтĕнче пурăнакансем те хушма хуçалăха аталантарма паракан укçапа ĕне-выльăх, техника шутне самаях ỹстернĕ. 4-5 е ытларах та ĕне тата пăрусем, лашасем тытакансем питĕ йышлă. Сĕте ялти 3 предприниматель пухать. Сутмалли выльăха та инçетеллех ямаççĕ. Ялта халь тутăрма (пĕçернĕ колбаса) тата казы килтех хатĕрлеме вĕреннĕ. Паха апата ют çĕртен те килсе туянаççĕ. Пĕр-пĕр уяв е туй, ĕçкĕ-çикĕ чухне маларах та заказ парса хураççĕ. Кучченеç валли илекенсем те йышлă-мĕн. Çавăн пекех халь кунта пулă тĕтĕмлеме пикеннĕ.

Тутар халăхĕ мĕн авалтанах çăнăхран тутлă япаласем пĕçерме ăста. Чак-чак, губадия... _ пĕринчен тепри тутлăрах. Тутар Сăкăтĕнчи уйрăм çынсем уçнă пĕчĕк пекарньăра хатĕрленĕ продукцие районта пурăнакансем кăна мар, кỹршĕ тăрăхрисем те хаваспах туянаççĕ.

Ялта сĕтел-пукан хатĕрлекен цех пурри те халăхшăн лайăх. Мускава е ытти хуласене кайса шапаш тăрăх çỹриччен вырăнта ĕçлени аванах-çке: хутнă пỹрт, таса вырăн, пиçнĕ апат... Тата, инçетрен кĕсье тулли укçапа килетĕп-ха тесе шухăшламалли те сахалтарах.

Ĕçлес текен çынна валли яланах ĕç пур, тенĕ мĕн ĕлĕкренех. Тутар Сăкăтсем çакна тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика