31 декабря 2014 г.
ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн Тутар Сăкăтĕнчи ял библиотекинче вулавăшра хăйсен киленĕçне тупнисем хушшинче хăйне евĕр конкурс йĕркеленĕ. Ялта илемлĕ литературăпа, хаçат-журналпа кăсăкланакансем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Г. Хуснетдинова. Гульжихан аппа саккăрмĕш теçетке тултарнă пулин те кунсерен тенĕ пек библиотекăна утать, çĕнĕ литературăпа, хыпар-хăнарпа паллашать, кăсăклисене килне вулама илсе каять. Р. Неземетдинова вара 2014 çулта "Чи нумай кĕнеке вулакан" номинаципе çĕнтерỹçĕ ята ытахальтен çĕнсе илмен. Вăл çулталăкра 180 кĕнеке "шĕкĕлчеме" ĕлкĕрнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)