Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр сумсăр мар

26 января 2013 г.

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи А. Насибулловпа та çаплах пулнă. Ялти вăтам шкултан 11 класс вĕренсе тухнă хыççăн вăл Чăваш патшалăх университетне малалла пĕлÿ илме кайрĕ. Анчах сусăрланса таврăнчĕ.

Хăюллă каччă кăмăлне хуçмарĕ. Çумра юлташĕсем пурри те хавхалантарчĕ ăна, аслисен хисепĕ çунатлантарчĕ. Ятарлă коляскăпа çÿрет пулин те паян Айрат Минзагитович куллен ĕçе каять. Ял тăрăхĕн специалисчĕ вăл. Çамрăксене çара ăсатассипе тата унтан таврăннисене шута илессипе тимлет. Кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăн калаçма ÿркенмест, çие салтак тумтирĕ тăхăнасси хаваслăх кÿнине ĕнентерме тăрăшать.

– Ялти шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕскер ĕçе тирпейлĕ туса пырать. Компьютера тĕплĕн пĕлет. Ял тăрăхне кирек епле ыйтупа пынă гражданина та пулăшма хатĕр, – теççĕ унпа пĕрле ĕçлекенсем.

3 ача çитĕнтернĕ Насибулловсем. Пурте вĕренÿре матурлăхĕпе палăраççĕ. Асли пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Диля ялти шкулăн саккăрмĕш класне çÿрет.

Ял условийĕсенчех ĕç вырăнĕллĕ пулнишĕн тем пекех хĕпĕртетĕп. Пĕрле ĕçлекенсен кашнин пулăшăвне туятăп. Ĕмĕтĕмсем – дистанциллĕ майпа пĕлĕве малалла тăсасси,– тет Айрат.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика