29 марта 2014 г.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта спектакльсене çулленех лартасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче вуннăмĕшсем Р. Батуллан "Юратакансен камичĕ" музыкăлла комедине халăх умне кăларчĕç. Икĕ пайран тăраканскер, ялти çамрăксен пурнăçне çутатать вăл. Ырă йăла-йĕркене тытса пыраççĕ кунта, аслисене хисеплеççĕ, ĕçе, тăван çĕр-шыва юратаççĕ. Юрату туйăмĕсем те çуралаççĕ. Ку чухнехи çамрăксем хăйсен ролĕсене çăмăллăн кĕрсе кайрĕç. Вĕсем 70-мĕш çулсенчи çынсен пурнăçне кăтартрĕç. Камитре юрă та, шỹт те, ташă та çителĕклех. Куççуль кăлармалли самантсем те пур. Культура çуртне пуçтарăннă халăх икĕ сехет вылякансен пултарулăхĕпе киленчĕ. Ачасене спектакле сцена çине кăларма тутар чĕлхипе литература учителĕ Г. Айзатуллова, аслă вожатăй Ч. Вахитова пулăшрĕç.
А. АБЯНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)