08 февраля 2014 г.
ПУРĂННĂ пулсан районти паллă эколог, чаплă купăсçă та кăмăллă юрăç Сирачетдин Хуснетдинов кĕр мăнтăрĕпе хăйĕн 85 çулхи юбилейне кĕрлеттеретчĕ. Шел, пĕлтĕр вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те унăн ячĕ-шывĕ, сцена çинчи пултарулăхĕ, хисепĕ ялта паян кунччен те хавшамасть. Çакна тĕпе хурсах ĕнтĕ Тутар Сăкăтсем культура çуртĕнче хăйсен ентешне асăнса "Янра, хут купăс" кĕвĕпе литература каçĕ йĕркеленĕ. Сцена çинче Ф. Айзатуллов, М. Козлов, М. Насыбуллов, А. Басыров, А. Валеев купăсçăсем Сирачетдин бабай пекех хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă.
Сăмах май каласан, кунта кăçалхи Культура çулталăкне те ăнах халалланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)