11 января 2014 г.
_ Çĕр-шывшăн чи йывăр вăхăтра кун çути курнă эпĕ. Шăпам хурлăхлă вăрçă çулĕсемпе çыхăнчĕ: пурнăç пире шурă кулачĕ çитерсе ылтăн сăпкара сиктермерĕ. Мухтав Турра, эпĕ телейлисен шутне çаклантăм-тăр,_ пăлханса пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Г. Сабитова ĕç ветеранĕ. Гельфруз аппа 1942 çулхи майăн 28-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăрçă ачи ашшĕне тĕлĕкре те тĕлленмен, ас та тумасть. Çемье пуçлăхĕ тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса кайнă чухне вăл амăш варĕнче çеç ỹтленнĕ. Паян вара вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ.
_ Атте пирки вăрçăран усал хыпар çитнĕ хыççăн аннен икĕ алли те лаштăрах усăннă-тăр. Ара, пирĕн малтанласа çурт таврашĕ те пулман-çке. Ыйткаласа çỹренĕ самантсем те пулнă... Темиçе çул çын патĕнче те пурăннă. Каярахпа çеç пĕчĕк пỹрт лартнине ас тăватăп. Нуша пире сĕт шăлĕсем тăкăнса пĕтичченех алла çурла тыттарчĕ. Аслисемпе юнашар тăрса тыррине те вырнă, авăнне те çапнă, кĕлтине те тунă... Çапах выçлăха та, çуклăха та парăнмарăмăр. Паянхи ырлăхра çакна чăтса ирттернине ĕненес те килмест,_ куççульне пытараймарĕ Гельфруз Гилачетдиновна.
Саккăрмĕш теçеткере пыракан кинемейĕн пурнăçĕ чылай çынсенни пекех хурапа шурă черетленнипе йĕркеленсе пынă. Ватăсем тăлăх йывăçа тăвăл хуçать теççĕ пулин те, салтак арăмĕ вăрçа тухса каяс умĕн Гилачетдин мăшăрĕ умĕнче сăмах панине йывăр пулсан та пурнăçланă: хĕрĕсене ура çине тăратнă, çемьене пурăнмалăх çуртне те лартнă...
_ Хамăн ĕмĕрĕмре улттăмĕш хут лаша çулталăкне кĕтсе илтĕм. Унччен, паллах, кун пек гороскоп паллине пĕлмен. Халĕ вара ирĕксĕрех хама телей кỹрекен талисманран, паллăран темелле-и, чи лайăххине çеç ыйтас килет. Кăвак тимĕр лаша пурне те сывлăх, ăнăçу, ырлăх-пурлăх кỹтĕр. Тĕрĕссипе вара Аçтаха çулталăкĕ те пирĕн çемьешĕн ăнăçлах пулчĕ. Мăшăрăмпа, Хасиятуллапа, çемье çавăрни çур ĕмĕр çитнине паллă турăмăр. Сисмерĕмĕр те ĕмĕрĕмĕр иртсе пынине. Хĕрĕх çул колхозра тăрăшрăм. Çак сахал мар тапхăртах пилĕк ача çуратса ỹс-тертĕмĕр. Халĕ, акă, мăнуксен телейĕпе савăнатпăр.
2014 çулта пурне те лăпкă та тăнăç пурнăç сунатăп, сĕтел çинчи çăкăр-тăвара сывлăхпа çимелле пултăр,_ терĕ пурне те ырă сунса Гедьфруз аппа.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)