14 декабря 2013 г.
ТĂВАН тавралăха сыхламалли çулталăка пĕтĕмлетнĕ май, паян çитесси пирки сăмах хускатсан та юрать-тăр. Çывхарса килекен кăвак лаша çулĕнче ытларах хамăрăн культура, кăмăл-сипет шайне ỹстерес пирки нумай сăмахлĕç. Акă, Тутар Сăкăтĕнчи культура вучахĕн ĕçченĕсем ку тĕлĕшпе ĕç планне тума пикеннĕ те ĕнтĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри _ Сиразетдин Хуснетдинов эколог-купăсçăна халалласа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) "Янра, хут купăс" конкурс ирттересси. Асăннă мероприятие вĕсем районти мĕн пур тутар ялĕсенчи ăстасене явăçтарасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)