09 ноября 2013 г.
2005 çултанпа Сăкăт тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче участокри уполномоченнăйра тăрăшакан полици капитанĕ ку таранччен ун пек ыйту çине нумай хутчен хурав панă-тăр. Вырăнти йĕркелĕхшĕн яваплă çын вĕсене пурне те чăтăмлăн итлесе йышăнать: пĕрисен çемйинче эрех-сăра серепине çакланнă ашшĕ кашни кунах ахăрсамана кăтартать, теприсен хуçалăхĕнчен ăпăр-тапăр е самай пысăк тупра çухалнă, виççĕмĕшсем кỹршĕ-аршипе йытăпа кушакран кая мар пурăнаççĕ тата ытти те. Пурин патне те вăхăтра çитмелле, пур çĕрте те йĕрке тумалла. Унсăрăн вăрçă-харçă шалтан-шала кайма та пултарать-çке.
_ Пĕччен сурнипе кỹлĕ тăваймăн, теççĕ. Пирĕн ĕçре те çавах. Вырăнта лăпкă та тăнăç пурнăç пултăр тесен чăн малтанах вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупмалла, унăн шанăçне кĕмелле. Ку тĕлĕшпе пирĕн участокра проблема çук темелле. Вырăнти влаçпа, общественноçпа, депутатсемпе, шкул директорĕсемпе, вĕрентекенсемпе тачă çыхăнура ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсем тухăçлă тăрăшни витĕмлĕ. Нумай пулмасть, акă, Сăкăтра ниçта та ĕçлесе капланман пĕр çамрăк арçын пĕрин хуçалăхĕнчен моторлă пăчкă вăрласа тухнă. Преступникăн йĕрĕ çине тỹрех ỹкрĕмĕр, тавара хуçине тавăрса патăмăр,_ тет Феим Энверович уполномоченнăйсен яваплăхĕ пирки сăмах пуçарсан.
Ача чухне кашнийĕнех ĕмĕчĕсем çунатлă. Анчах шел, вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем чылайăшĕн пусарăнаççĕ. Феим вара ку тĕлĕшпе çирĕп пулнă. Амăшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕпе йăмăкĕ, вĕсен ачисем пакунлă тум тăхăнни ăна шкулта чухнех мăнаçлантарнă. Çак сăлтавпах каччă Елабугăри милици шкулне вĕренме кĕнĕ. Йĕрке хуралне вăл ăнсăртран çакланман. Çавăнпах ĕнтĕ участковăй паян та хăйĕн ĕçне кăмăлтан пурнăçласа пырать.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)