26 октября 2013 г.
"Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти тăххăрмĕш класра вĕренекенсем "Кĕсье телефонĕ: кирлĕ-и вăл е çук?" темăпа калаçу пуçарчĕç.
Класс ертỹçи А. Хакимова телефон историйĕпе паллаштарчĕ. Унпа мĕншĕн усă курмаллине пĕлчĕç вĕренекенсем. Вăйă вылярĕç. "Анне мĕншĕн кỹренчĕ" сценка лартрĕç. Телефонпа усă курмалли тĕп правилăсене пĕлни пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Юлашкинчен "Кĕсье телефонĕн сиенĕ çинчен" врачсен тĕпчевне тата статистика пĕтĕмлетĕвне тишкерчĕç, телефона пурте хирĕçлерĕç, анчах унран уйрăлайманнине палăртрĕç. Апла пулсан, унпа пĕлсе çеç усă курмалла.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)