26 октября 2013 г.
ТУТАР СĂКĂТĔНЧЕ ял вĕçĕнчи лапамри С. Хуснетдинов эколог хăй вăйĕпе чĕртсе янă самай пысăк кану паркĕ пирки чылай çын илтнĕ-тĕр. Тен, хăшĕ-пĕри унта пулса та курнă. Кăçалхи январьте ялăн хисеплĕ хастарĕ пиртен уйрăлса кайсанах кунти 1,5 гектар лаптăка Валеевсем хăйсен яваплăхĕ çине илнĕ-мĕн. Çавăнпа та кунти йĕрки-тĕрки унчченхиллех. Ĕлĕкхиллех кашлать-ха эппин Сиразетдин абый вăрманĕ. Йывăçсене ватса, касса, çĕмĕрсе те пĕтермен. Çапла пултăрах ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)