12 октября 2013 г.
РАЙОНТИ ЗАГС пайĕ ырă йăла-йĕркене малалла тăсса çак кунсенче Тутар Сăкăтĕнчи Небиулла Шафигулловичпа Камария Сирачетдиновна Махмутовсене, Кзыл Чишмари Зайдулла Фазулловичпа Нурхания Сафовна Сафиуллинсене çемье чăмăртаса пĕрле пурăнма пикеннĕренпе утмăл çул тулнă ятпа саламланă.
Ку таранччен пĕр каварта килĕштерсе пурăнакан ватăсем вăхăтĕнче сак тулли ача-пăча çитĕнтернĕ: пĕрисем _ çиччĕ, теприсем _ саккăр. Хисеплĕ шур сухалсен паян куç тулли мăнук çеç мар, кĕçĕн мăнукĕсем те йышлă. Сăмах май каласан, кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кевер туй ячĕпе кĕрекене ларакан 16 çемье шутланать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)