02 октября 2013 г.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче пирĕн района республикăри Вĕрентỹ тата çамрăксен по-литикин министрĕн çумĕ Н. Дмитриева килсе кайрĕ. Малтанах вăл район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, унăн çумĕпе _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕн тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕпе В. Осиповпа курнăçрĕ. Пĕрлехи калаçу районти педагогсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçи тата умра тăракан задачăсем çинчен пычĕ.
Унтан Н. Дмитриева районти Культурăпа кану центрĕнче воспитательсемпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче вăй хуракансен професси ячĕпе ирттерекен уявне хутшăнчĕ. Министр çумĕ çавăн пекех Тутар Сăкăтĕнчи çĕнĕ шкул строительствипе паллашрĕ. Ăна хута яма палăртнă: вĕренỹ çурчĕн территорине тирпей-илем кĕртмелли тата инвентарьсемпе оборудованисене вырнаçтармалли çеç юлнă. Объекта "Булат" ООО коллективĕ çĕклерĕ. Çавна май тĕл пулăва унăн ертỹçи Р. Абдулвалеев, пĕрлех район больницин тĕп врачĕ А. Емельянов, райпон обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Л. Шакмакова тата ыттисем те хутшăнса ĕç-хĕле вĕçлесси, шкул столовăйĕпе медицина пỹлĕмне хута ярасси пирки сăмах пуçарчĕç.
Тĕп подрядчик палăртнă мĕн пур çитменлĕхе вĕçне çитерсе объекта ĕçе кĕртме майсем туса парассине шантарчĕ. Паян кунта вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, педагогика коллективĕ нимере _ йывăç лартаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ, кабинетсемпе коридора тасатаççĕ.
Çитĕнекен ăру ку чухнехи условисене тивĕçтерекен çĕнĕ шкула вĕренме кĕрессе чăтăмсăррăн кĕтет.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)