14 сентября 2013 г.
ТУТАР Сăкăтĕнче пурăнакан Абзалетдин Гилачетдиновичпа Сания Минетулловна Валеевсене çур ĕмĕр каялла тăванĕсем килĕштерсе, ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле пурăнма суннă. Çамрăк мăшăра каланă пил сăмахĕсене çỹлти пỹлĕхçĕ те илтнĕ курăнать: 50 çул пĕр çемье сукмакĕпе утаççĕ. Иккĕшĕ те ĕмĕр тăршшĕпе "Алга" колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă, 8 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пиллĕкĕшĕ вара тăван тăрăхрах тĕпленнĕ.
Аксакалсене ылтăн туйпа мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем те ăшшăн саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)