14 мая 2010 г.
Тутар Сăкăтĕнчи Хафизовсен çемйи Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнипе пĕрлех Месрузиган Абдулхановнăн пысăк юбилейне–100 çул тултарнине паллă тунă. Тĕлĕнмелле шăпаллă çак хĕрарăм, çирĕп сывлăхлă, пысăк чăтăмлă. Мăшăрĕпе, Минулла Абдулазизович вăрçă ветеранĕпе (вăл 98 çула çитсе вилнĕ), 75 çул пĕрле пурăнса çичĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Месрузиган аппа аллă çула яхăн çутçанталăк илемне пач курмасть. Апла пулин те ачисен, 17 мăнукĕн, мăнукĕн 19 ачин илемлĕхне те, ăшшине те туять. Вĕсем ăна чун-чĕререн юратаççĕ, юбилей ячĕпе саламласа хытă-хытă çупăрлаççĕ.
Кинемей паян Семигулла ывăлĕпе тата Назия кинĕпе пурăнать. Вĕсем те çамрăках мар ĕнтĕ. Çитес кăрлач уйăхĕнче хăйсен ылтăн туйне паллă тума хатĕрленеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)