12 июля 2008 г.
Упамса – вăрман ăшĕнчи пысăках мар ял. Çапах та кунта ырă йăла- йĕркене, уяв мешехине çирĕп пăхăнса пурнаççĕ. Акă кăçал вĕсем шăп та лăп Питрав ку-нĕнче тăван ял кунне паллă тунă. Çирĕм виççĕмĕш хут пуçтарăннă вĕсем çак сăлтавпа. Аякран та, çывăхран та çитнĕ пĕрлехи савăнăçа пайлама. Ватти те, вĕтти те пуçтарăннă тăван ялăн уявне.
Упамсасене Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Сымов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов, “Хастар” хуçалăх ертÿçи Н.Родионов, ял тăрăх депутачĕсем ырă малашлăх, тăнăçлăх, килĕшÿ сунса ăшшăн саламланă.
Вăйă-кулă, юрă-ташă сасси уçланкăра темĕнчченех лăпланман. Уяв пурне те савăк кăмăл парнеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)