11 июня 2008 г.
Турханти психоневрологи интернатĕнчи ĕçченсем хăйсен профессийĕпе çыхăннă уява – социаллă работниксен кунне – чыслăн паллă тунă. Тивĕçлисене вара тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе тата Тав хучĕ парса саламланă. Сăмахран К.Петрова, В.Дмитриев, А.Просвирнова ЧР Сывлăх Министерствин грамотине, Г.Салмин хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Тав хутне тивĕçнĕ. Коллективра интернат дирекцийĕ, “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ ячĕпе чыс тунă ĕçченсем те пайтах.
Уяв хаваслă та, кăмăллă та иртнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)