21 марта 2008 г.
Мартăн 13-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче Ăсчахсен Канашĕн анлă ларăвĕ пулнă. Унта Харьковран килнĕ паллă ÿнер-çĕсемпе пĕрлех Турхан ял тăрăхĕнчен те сумлă делегаци хутшăннă.
Ăсчахсен Канашĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Турханта, Тĕнче шайне тухнă паллă сăрă ăстин тăван ялĕнче, музей-усадьба уçасси. Унăн проектне Раççей Архитекторсен союзĕн членĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн архитектура кафедрин доценчĕ С.Удяков хатĕрленĕ. Канаша хутшăннисем пурте паллаштарнă проекта ырланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)