Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленеççĕ çĕнĕ çуртсем, çуралаççĕ пепкесем

05 марта 2008 г.

Юлашки çулсенче Турхан ял тăрăхĕ палăрмаллах çĕнелсе илемленчĕ – капăр çурт-йĕр, хуралтăсем, такăр çулсем, тирпейлĕх чуна çĕклеççĕ. Кашни килтех газ çунать. Кунта наци проекчĕ витĕмĕ палăрмаллах сисĕнет. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр та ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Сымовпа.

– Александр Николаевич, çурт-йĕр лартасси нихăçан та çăмăл пулман, çак нуша паян та пĕтмен-ха. Çапах çакна патшалăх тĕрĕс йышăнни, çурт лартакансене пулăшма тăрăшни ял çыннине хавхалану кÿрет.

– Çапла. Ку ыйтăва хуравлама республика тĕслĕ-хĕпех пуçлам-ха. Иртнĕ çул республикăра 1 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутра пирĕн ял тăрăхĕнче – 2006 çулта – 1052, 2007 çулта 1149 тăваткал метр. 9 çемье çĕнĕ çурта куçнă. Хушма çурт лартакансем те йышлă. Газ кĕртнĕ май кашни килтех мĕнле те пулин çĕнĕлĕх сисĕнет. “Çамрăк çемьене тата çамрăк ял хуçалăх специалисчĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе ти-вĕçтересси” программăпа субсиди илекенсем те пулчĕç. Н.Осипов водитель, В.Маштаков скотник, В.Осипов сысна ферминче вăй хуракан, И.Егоров водитель 200-шер пин тенкĕ илсе çурчĕсене туса пĕтерсе пурăнма куçрĕç.

Çурт-йĕре çĕнетес тĕллевпе субсиди илме черетре тăракансем тата 14 çемье. Çамрăк çемьесене савăнтармалли тепĕр хыпар та пур. Раççей правительствин 2007 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, пурăнмалли çурт-йĕр çавăрмашкăн е туянмашкăн субсиди илме малашне мăшăрсем 35 çула çитичченех пултараççĕ. Çак субсидипе маларах илнĕ ипотека кредитне те тÿлесе татма пулать.

– Çамрăксем хушшинче уйрăм хушма хуçалăха аталантарас шухăшлисем йышлă-и?

– 2006, 2007 çулсенче ял тăрăхĕнче 108 хуçалăх çак тĕллевпе 13 миллиона яхăн кредит илнĕ. С.Рябчиков çемйи 160 пин тенкĕ илсе 8 пуç ĕне, выльăх апачĕ туянчĕ, хуралтисене çĕнетрĕ. Мăшăрĕ Алевтина психоневрологи интернатĕнче вăй хурать. Иккĕшĕ те ĕçрен ÿркенмеççĕ.

С.Манзуркин – Патăрье-лĕнчи вăрман хуçалăхĕн директорĕн çумĕ. Мăшăрĕ Лиля – медсестра. Çак мăшăр 300 пин кредит илсе трактор, прицеп тата ытти техника хатĕрĕ туянчĕ, çĕрпе ĕçлеме кăмăл турĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те йышлă.

Сергей Николаевич ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май урамсене тирпей-илем кÿрессишĕн те тăрăшать. Хăйсен урамне тикĕслесе вакă чул сартарчĕ.

Çакăн евĕр маттур çамрăксем пурришĕн чун савăнса тăрать. Маларах Упамсара пурăнакансем кредит илесшĕнех марччĕ. Халĕ вĕсем те “чĕрĕлчĕç”, наци проекчĕпе туллинрех усă курасшăн, çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесшĕн.

–Çамрăк çемьесем хушăнсах пыраççĕ терĕр. Апла сирĕн ялта çамрăксен урамĕ те пур-тăр?

– Çакăн пек урам пур. Ăна эпир Владимир Перлов афганеца асăнса ун ятне патăмăр. Унта 30 ытла участок, вуннăшĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ, пиллĕкĕшĕнче пурăнаççĕ. Кунта газ та кĕртнĕ. Электрификаци проекчĕ хатĕр, кăçал çутă пулатех.

– Сирĕн ял тăрăхне «аист» илене пуçланă тенĕ сас-хура илтнĕччĕ, тĕрĕсех-и?

– Амăшĕн капиталĕ пурнăçа кĕме пикеннĕренпе пепкесен шучĕ ÿсме пуçлани палăрмаллах сисĕнет. 2006 çулта 16 ача çуралнă пулсан, пĕлтĕр – 29. Кăçал тата ытларах пуласса шанатпăр. Пепкесем валли Турханта садик пур. Унта 75 ача çÿрет, услови лайăх.

– Çамрăксене яла хăварас тĕллевпе мĕн-мĕн тăватăр?

– Пĕлтĕр Хурама Твар ялне асфальтлă çулпа çыхăнтартăмăр, автобус рейсĕ уçăлчĕ. Кăçал Тури Тăрмăш ялне асфальтлă çул тăвасшăн, проектне хатĕрлетпĕр. Упамсари Культура çуртне газ кĕртрĕмĕр.

Ял валли специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх университечĕпе ятарлă килĕшÿ тунă. Юлашки 3 çул хушшинче унта Турхан шкулĕнчен вĕренсе тухнă 28 ача тÿлевсĕр ăс пухать. Ял хуçалăх академи-йĕнче вĕренекенсем те пур.

Шкулта ача шучĕ чакманни те ял малашлăхĕ пуррине çирĕплетет. Ялта пĕрин хыççăн тепри çăмăл машинăсем туянни те пурнăç ла-йăхланнипех çыхăннă тесшĕн.

– Ялта тĕпленсе пурăнас текенсен ĕмĕт-тĕллевĕ мĕнлерех-ши?

– Ĕçчен алă ĕç тупать, теççĕ. Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, акса-лартса тунă пахча çимĕçе сутса укçа тăвать. Юлашки вăхăтра сĕт, аш-какай хакĕ те хăпарчĕ. Иртнĕ декабрьте 1 литр сĕт 12 тенке çитрĕ. Халĕ – 11 тенкĕ те 50 пуспа пуçтараççĕ. Пĕлтĕр пирĕн ял тăрăхĕнче çеç халăхран 800 тонна сĕт пуçтарнă. Шăпах çаксем кĕмĕл çумне кĕмĕл хушма пулăшаççĕ те.

– Александр Николаевич, тавах калаçушăн. Сирĕн тăрăхра пурăнакансене ĕмĕт-тĕллевне пурнăçласа пыма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика