22 февраля 2008 г.
Инкек тени никамшăн та куçа курăнса килмест. Анчах тепĕр чухне вара унран асăрханма та пулать. Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ шăматкун, акă, Тури Тăрмăшра пурăнакан С.Матвеевсен хуçалăхĕнче ирпе-ирех вут алхасма пуçланă. Пушарта лупас таврашĕ, сарайĕсем çунса юрăхсăра тухнă. Инкекĕн тĕп сăлтавне специалистсем тĕпчеççĕ-ха, анчах пушарниксем маларах асăрханă тăрăх вут-çулăм кивелнĕ электропралукран та сарăлса кайма пултарнине палăртнă. Тăкакне кăштах та пулин саплаштарма кил хуçисем çурт-йĕрне страхламан та иккен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)