Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарса

22 февраля 2008 г.

Урок вĕçленнине пĕлтерсе шăнкăрав янăранă хыççăн шăп коридора вĕлле хурчĕсем сĕрленĕ евĕр сас тухрĕ. 9 ялтан 315 ача çÿрекен вĕренÿ çуртĕнчен тĕлĕнмелли те çук. Пĕрисем хĕрсех алгебра урокĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсене мĕнле çырнине тишкереççĕ. Теприсем литературăпа киле пăхмасăр вĕренме панă сăвва аса илеççĕ. Виççĕмĕшĕсем урок хыççăн пулакан мероприяти çинчен калаçаççĕ. Вăтам классенче вĕренекенсен занятисем вĕçленнĕ. Шкулти канаш членĕсем вожатăй пÿлĕмне пухăннă. Хĕрсех “Турхансем анатри чăвашсен кĕмĕл арчинче пулма тивĕçлех” конкурса хатĕрленеççĕ. Темиçе çул хутшăнаççĕ унта. Герман Кокель ÿнерçĕ пурнăçне тĕпчесе тухнă вĕсем. Унăн çул-йĕрĕпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Кăçал вара Йĕпреçпе Тăрăнта пуласшăн. Тĕпчев ĕçĕ чылайăшне илĕртет. Тĕнчипе паллă çын çак ялтан пулни те хăпартлантарать, мăнаçлантарать вĕренекенсене.

Пысăках мар пÿлĕмре мĕн тĕрлĕ ал ĕçĕ çук-ши! Шкафа ĕлĕкхи тĕртнĕ пиртен çĕленĕ наци тумне тирпейлĕн çакса хунă. Куçпа унта тинкернине курсанах О.Сымова вожатăй вĕсене алă çине илчĕ.

– Асаннесен арчисенче выртакан пир тăрăхĕсенчен ăсталарăмăр. Епле илĕртÿллĕ кĕпесем пулса тухрĕç. Саппунĕсем те хамăрăнах. Концерт лартма вырăнлă. Юта кайса шырасси çук, – терĕ Оксана Альбертовна.

Çынна ырă туни çĕре ÿкмест теççĕ. Çак сăмахсем Турхансемшĕн те тÿрре тухаççĕ. 9-мĕш “б” класра вĕренекенсем Г.Базунова салтак арăмне шефа илнĕ. Андрей Пигаваевпа пĕртăван Сергейпа Сетнер Еремеевсем кÿршинчи ватта пулăшма нихăçан та ÿркенсе тăмаççĕ.

80 çултан иртнĕ Ф.Кураковăшăн çиччĕмĕшсем çывăх. Кĕтерук аппа маларахри çулсенче газ кĕртменччĕ. Ачасем вутă татса, çурса панăшăн тем пекех хĕпĕртетчĕ.

В.Давыдов учитель-пенсионер вĕренекенсен пулăшăвне туять. Çĕрулми лартма, кăларма пулăшрĕç ачасем. П.Кокель ватă та çитĕнекен ăрăва кĕтет.

Çулленех шкулта апрель уйăхĕн вĕçĕнче ырă ĕçсен эрни иртет. Ун чухне вĕренекенсем тавралăха тирпей-илем кĕртекен субботника тухаççĕ, тĕмсемпе хунавсем лартса хăвараççĕ. “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ООО “Южный” предприятин строительствинче хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Унăн генподрядчикĕ ООО “СУОР”. Хальхи вăхăтра кунта кивĕ витесен тăррисене сÿтеççĕ. Строительство объекчĕн проектне тăвасси вĕçленсе пырать. Кунта 950 пуç ăратлă сысна ами вырнаçмалăх ферма çĕкленĕ. Ăна туса пĕтерсе хута ярсан чылай çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ООО “Южный” предприятин строительствинче хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Унăн генподрядчикĕ ООО “СУОР”. Хальхи вăхăтра кунта кивĕ витесен тăррисене сÿтеççĕ. Строительство объекчĕн проектне тăвасси вĕçленсе пырать. Кунта 950 пуç ăратлă сысна ами вырнаçмалăх ферма çĕкленĕ. Ăна туса пĕтерсе хута ярсан чылай çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ООО “Южный” предприятин строительствинче хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Унăн генподрядчикĕ ООО “СУОР”. Хальхи вăхăтра кунта кивĕ витесен тăррисене сÿтеççĕ. Строительство объекчĕн проектне тăвасси вĕçленсе пырать. Кунта 950 пуç ăратлă сысна ами вырнаçмалăх ферма çĕкленĕ. Ăна туса пĕтерсе хута ярсан чылай çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ.

Турханти психоневрологи интернатне, ваттисен çуртне концертпа тухнине палăртмалла.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, майăн 9-мĕшĕнче вăрçă, çар ĕçĕсене хутшăннă ветерансене тĕл пулăва чĕнеççĕ. Хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма шут тытнисем класс сехечĕсене килеççĕ. А.Косойкинпа, Д.Савельевпа шăпах арçын ачасемшĕн çар ретне тăма хатĕрленес умĕнхи тапхăрта тĕл пулу иртрĕ.

“Туслăхра пирĕн вăй”, – теççĕ вĕренекенсем. Ырă ĕç тума ÿркенмеççех вĕсем. Çуллахи вăхăтра сиплĕ эмел курăкĕсем пухаççĕ.

Ырă ĕç тума хăнăхтарассине ламран лама куçарса пыма тăрăшать педагогика коллективĕ. Хăш-пĕр ĕçĕ çыншăн пулсан та вĕренни хăйсемшĕн пулнине, пурнан пурнăçра кирлине туять шкул ачи.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика