12 января 2008 г.
Çĕнĕ çула мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕн, çулталăк тăрăшшĕпех çав хавхаланупа çÿретĕн теççĕ. Упамсасемшĕн вара йĕкехÿре çулталăкĕ чăнласах та асра юлаканнисен шутĕнче пулĕ. Ял тăрăх депутачĕ Ф.Белков тăрăшнипе тата пуçарнипе çак ялти Николаев урамĕнче чи илемлĕ те капăр чăрăш ватти-вĕттине хăй йĕри-тавра пуçтарнă. Белковсем çынна ырă тăвас, савăнăç кÿрес тĕллевпе чылай вăй хураççĕ. Хальхинче те вĕсен ĕçĕ харама кайман. Çулла та, хĕлле те пĕр тумпа ларакан вĕсем капăрлатнă чăрăш ял тăрăхĕ йĕркеленĕ конкурсра чи-чи илемли пулнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Комисси Н.Белковпа А.Сымов кил хуçисен çемйисем тăрăшса эрешленĕ чăрăша та пысăк хак панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)