10 октября 2007 г.
Патăрьел район сучĕ Турханта пурăнакан Яковлева Татьяна Анатольевнăна, 1961 çулта çуралнăскере, ют çын пурлăхне вут тĕртсе çунтарнăшăн 2 çул та 3 уйăхлăха ирĕкрен хăтармалла тунă.
Т.А.Яковлевăна хăйсен ялĕнче икĕ çурта вут тĕртнĕшĕн айăпланă. Унăн преступникла хăтланăвне пула С.Г.Шеляков хуçалăхĕ пĕтĕмпех çунса кайнă, В.А.Петров хуçалăхĕ сиенленнĕ.
Яковлева Т.А. ăнлантарнă тăрăх, унăн мăшăрĕ сиенленнĕ хуçалăхсен хуçисемпе куллен эрех-сăмакун ĕçнĕ, вăл вара вĕсене тавăрма урăх меслет шухăшласа тупайман, имĕш.
Хăйĕн преступникла шухăшне Яковлева Т.А. çурçĕр иртсе 2 сехет те 30 минутра пурнăçлама тытăннă. Çав вăхăтра пурте, вăл шутра мăшăрĕ те, çывăрнă. Упăшкине систермесĕр Яковлева вырăн çинчен тăнă та шăрпăк илсе Петров В.А. хуçалăхĕ патне тухса утнă. Вырăна çитсен лупас хыçĕнчи улăма чĕртсе янă. Унтан вăл Шеляков С.Г. хуçалăхĕ патне çитнĕ, пахча урлă каçса кĕрсе, кивĕ утиялран мамăк татăкĕ кăларса илсе, ăна шăрпăкпа чĕртсе пăрахнă та килне кайнă. Киле çитсен мăшăрне вăратса пушар çинчен пĕлтернĕ.
Судра Яковлева Т.А. хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, ÿкĕннĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)