Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упамсан тепĕр çыравçи

08 августа 2007 г.

Вăрман варринех вырнаçнă ял илемлĕхĕ унăн хастар ывăлĕ-хĕрне ырăлатать, илемлетет, çак илемлĕхе пурне те парнелес ĕçе йыхăрать. Ку тавралăх поэтсемпе çырав-çăсене çуратса ÿстермеллех пек туйăнать.

Çакă пурнăçлансах пырать те. Василий Кервене чăваш поэзин паллă шăпчăкех тесшĕн, унăн тантăшĕ Петĕр Чурбанов, пурăннă пулсассăн çак йышах кĕмеллискерччĕ, пĕр кĕнеке кăларса ĕлкĕ-рейрĕ. Казахстанри Джезказган хулинче пурăнакан Николай Пятаков унти хаçат-журналта хăйĕн вырăсла çырнă сăввисене кун çути кăтартсах тăрать. Вăхăтĕнче пичете тухса ĕлкĕреймен аслă ăрури Василий Леонтьев, Алексей Пятаков лайăх сăвăсемех çырнине пĕлет ял халăхĕ. Халь те чылай çамрăксенче ку пултарулăх пурри сисĕнет.

Сăмахăм Упамсара 1964 çулта çуралнă, ялти тата Турханти шкулсенчен вĕренсе 1986 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи уйрăмне ăнăçлă пĕтернĕ, малтан Шăмăршă районĕн хаçатĕнче ĕçлесе хăнăхнă хыççăн, 1992 çултан тытăнса, Ульяновск облаçĕнчи “Канаш” хаçатăн культура пайне ертсе пыракан Альбина Степанова çинчен-ха. Унăн çырас пултарулăхĕ ачаранах темелле. 1979 çултах вăл “Пионер сасси” хаçат премийĕн лауреачĕ пулса тăрать. Университетра пĕрремĕш çулранах “Çилçунат” пĕрлешĕве çÿреме пуçлать. Кунти çыравçă-вĕрентÿçĕсем В.Станьял, И.Тенюшев, К.Петров, А.Мефодьев пулас журналиста кирлĕ пĕлÿ параççĕ. Çакăнпа вăл чăннипех те туллин усă курать. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пур чăваш ялĕсене те çитсе курса статья е очерк çырать, интервью илсе хаçатра пичетлет. Вăл çырнисене вуланăçем вулас килет, мĕншĕн тесен чĕлхи пуян та ăнланмалласкер. Пĕлтĕр Шупашкарти “Вехо” издательство çурчĕ унăн малтанхи кĕнекине “Ялкăшсам, вучах” ятпа пысăк пахалăхпа 500 экземпляр çапса кăларнă. Ăшшăн çырса парнеленĕскере (300 страницăллă) икĕ кунтах вуласа тухса кăмăла çĕклерĕм. Кĕнекере 72 статьяпа очерк, интервью. Кашнийĕш тепринчен уйрăлса тăрать пек, мĕншĕн тесен теми те, геройĕсем те çĕннисем, çырма вара пурне те пуян чĕлхепех çырнă. Вĕсене пĕрлештерекенни те пур – вăл тапса тăракан чăвашлăх, геройĕсене автор чунран хисеплесе юратни, чăвашлăх темине темиçе енчен те çутатса пама пĕлни.

Мĕнле ĕлкĕрет Альбина Александровна тесе калас килет: хаçатра сумлă лава туртса пынисĕр пуçне, 5 çул (1999-2004) Ульяновскри пединститутра студентсене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 2003 çулта çакăнти вырăс чĕлхи кафедрин аспирантурине вĕренме кĕнĕ. Общество ĕçне хастар хутшăнса уявсем, конкурссем, акатуй ирттерес ĕçе ертсе пырать. Маттур Упамса хĕрĕ! И.Я.Яковлев чĕртнĕ çуртана пĕтĕм Чĕмпĕр тăрăхĕпех ялтăртаттарать.

Автор тата кĕнекен пахалăхĕ çинчен пысăк хак парса РФ Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Юман тата “Хыпар” хаçатăн паллă ĕçченĕ, Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер преми лауреачĕ Надежда Смирнова ум сăмахсем çырни те пĕлтерĕшлĕ.

Ял, район ятне çĕклеме пултарнă хамăр ентеше Альбина Степановăна малашне тата та пысăк пултарулăх сунатпăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика