Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЙСА ПĂХАР ТИКЕШ ХИРНЕ, ПУÇ ТАЯР АЙХИ ÇĔРНЕ…

03 июля 2007 г.

АЛЛА чĕре тĕлне тытсах калар: иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕ тĕлнелле эпир Чулхула облаçĕнчи Дивеево çинчен пĕлмен те, илтмен те. Паян вара ун таврашĕнче Серафим Саровский çветтуй пурăннă вырăна, хитре те асамлă çав кĕтесе ялта пурăнакансем те, хула çыннисем те йышлăн кайса çÿреççĕ.

Патак çине таяннă карчăк-шăрчăкпа яштака яш-кĕрĕм те, министрпа профессор та пур вĕсен йышĕнче. Теприсем хăпма пĕлмен чир-чĕртен хăтăлма, теприсем сивĕ çăла кĕрсе вăй-хал илме, виççĕмĕшсем темиçе ĕмĕр каяллахи архитектура палăкĕсене пăхса киленме пуçтарăнаççĕ. Вăрăм çул та, çĕр каçасси те /хăна çурчĕ пурне те тивĕçмест/, хуçалăхпа киле пăрахса хăварасси /сахалтан та икĕ кун иртет/ те хăратмасть халăха. Ĕçри профсоюз комитечĕ е предприяти-учреждени ертÿçи транспорт тупса çул çÿреве йĕркелессе те кĕтмеççĕ тепĕр чух. Транспортпа тивĕçтерекен фирмăсен пысăк е пĕчĕк автобусĕсем палăртнă вырăна темиçе аса илтермесĕрех çитеççĕ, кайран ăсатса та яраççĕ.

Республикăн кăнтăр пайĕнче пурăнакансемшĕн çывăхри “Дивеево” та пур. Елчĕксем, Патăрьелсем, Каçалсем тата ытти те, сăмахран, Тутарстанăн Пăва районĕнчи Фролово вырăс ялне çÿреççĕ, Турă Амăш турăшне тупнă çăлта чÿхенеççĕ, тапса тăракан шыва пластик савăта тултарса таврăнаççĕ.

Теприсем ятарласа курса çÿреме Мускавпа Суздале, Питĕрпе Киева е тата Çĕпĕрпе Вăтам Азие тухса каяççĕ. Хулăнрах енчĕклисемшĕн Египет, Араб Эмирачĕ, Кипр кăна мар, çичĕ тинĕспе океан урлă вырнаçнă патшалăхсем те çывăх. Канма тесен нихçан хĕл мĕнне пĕлмен Таиланда çитиех вĕçеççĕ.

Этем çул çÿреме ăнтăлнишĕн ним тĕлĕнмелли те çук. Хăйне хупăрласа тăракан тĕнчен пĕр пайĕ пулса тăнине ăнланса илнĕренпех вăл яланах тавра курăмне сарма тăрăшнă. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕртен малалла мĕн пуррине пĕлессишĕнех çын хăвăрт чупакан лашана алла вĕрентнĕ-и е Икар пек çунат ăсталаса çÿлелле çĕкленнĕ-и, тен?

Эпĕ Авалхи Греципе Рима е çÿлерех асăннă паллă вырăнсене каяс пирки йыхăрма тĕллев тытман. Сăмахăма тăван тăрăхри, чăваш хутлăхĕнчи истори, культура, çут çанталăк палăкĕсем патне илсе çитересшĕн. Вĕсем хамăр енче те пайтах. Аякрине асăрхани, çывăхрине туйманни кăна çитмест. Акă Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕ çумĕнчи хулаш вырăнне илер. Кунта пин çул каяллах, тĕрĕсрех каласан, X-XII ĕмĕрсенчех феодал керменĕ /замокĕ/ пулнă, вăл хăватлă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн хĕвел анăç чиккине хуралланă, пĕрлех Киев хулипе çыхăнакан суту-илÿ çулĕн пĕр пайĕ шутланнă. Тутар-монгол эшкерĕсем тапăнса салатнă хыççăн кунта кĕрлесе те шавласа тăракан пурнăç шавĕ лăпланнă. Хÿтĕленмелли хатĕртен ăсчахсем халиччен те тĕлĕнме пăрахмаççĕ. Йĕри-тавра çĕр купаласа тунă валсем паян та лайăх палăраççĕ. Çур ĕмĕр каялла археологи экспедицийĕ чавса тупнă çĕр-çĕр экспонат Чăваш наци музейĕнче упранать. Тĕрĕссипе, хранилищĕре ахалех тусан пуçтарса выртать.

Тикеш таврашĕнче авалхи пăлхарсем пурăннă вырăнсем тата та пур. Виççĕшĕ ун çумĕнчех. Еншик, Шăнкăртам ялĕсем патĕнче тата иккĕ. Унсăр пуçне авалхи чул вырăнĕсене Именкасси, Анат Туçа тата Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсен таврашĕнче халĕ те шыраса тупма пулать.

Раççей шайĕнчи çак истори палăкне тирпей-илем кĕртес, ăсчахсем тупнă савăт-сапана, ĕç хатĕрĕсене тата ытти япалана халăха çывăх пăхма кăларас пирки Чăваш наци музейĕн директорĕ, Пăла тăрăхĕнчи Тури Чакă чăвашĕ Эдуард Бахмисов вунă çула яхăн ĕнтĕ ĕштеленет. Вăл тăрăшнипех виç-тăватă çул каялла федераци бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе усă курса хулаш йĕри-тавра юман юпасем лартса каштасем çапнă-ха. Халĕ ĕнтĕ кунта выльăх-чĕрлĕх те ытла ирĕклĕн çÿреймест, транспорт та кĕрсе урлă та пирлĕ çаврăнмасть. Анчах ĕç-пуç малалла каяймарĕ-ха. Патне пыма тата чарăну лапамне асфальт сармаллаччĕ, музей уçмаллаччĕ...

Çак районти Турхан та паллă ял. Вăхăтĕнче вулăс центрĕ, каярахпа район центрĕ пулнă вăл. Кунта Раççейре те, Украинăра та лайăх пĕлекен Алексей Кокель ÿнерçĕ çуралса ÿснĕ. Иртнĕ çулта кăна-ха унăн 125 çулхи юбилейне республика шайĕпе йĕркелесе ирттерчĕç. Ялта вăл пурăннă кил вырăнĕ паллă, хăй лартнă йăмра халĕ те хăрман. Ун ячĕпе музей уçнă, искусство шкулĕ ĕçлет. А.Кокель шăллĕ Григорий Афанасьевич - Герман атте - 1917 çулхи аслă пăлхавчченех Питĕр тĕн институтне пĕтернĕ, епископ санне тивĕçнĕ, Хабаровск, Приморье, Владивосток, кайран Барнаул епархийĕсене ертсе пынă. 1937 çулхи репресси вăхăтĕнче ăна тĕншĕн хастар тăнăшăн персе вĕлернĕ. 2000 çулта таса ятне тавăрса Вырăс православи чиркĕвĕ ăна çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Историре халиччен чăваш çынни кун пек хисепе тивĕçни пулман-ха.

Чăваш халăх поэчĕ, тĕнчипе паллă Геннадий Айхи те çак тăрăхранах, Çĕньялтан. Ас тăватпăр ĕнтĕ, мухтавлă ентешĕмĕр çитмĕл тултарнă хыççăн нумай пурăнаймарĕ, йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Ăна ял масарне пытарнă, хĕреспе пĕрлех вил тăпри çине чаплă чул вырнаçтарнă. Шкул халĕ ун ячĕпе хисепленет. Кĕçех унта Г.Айхи музейне уçаççĕ. Поэт пурăннă урама та Айхи сассиллĕ теççĕ...

Малалла Елчĕк ене куçар. Кунти Аслă Таяпа хулашĕ - асăннă Тикеш “шăллĕ”, унран пĕрре те кая мар хÿтĕленÿ крепоçĕ. Ун тавра халĕ хÿме тытнă, асăну юпи вырнаçтарнă.

Елчĕксем Патреккел ялĕ çывăхĕнчи чаплă çăла, 1910-1911 çулсенче нимĕç архитекторĕн проекчĕпе тунă кирпĕч “чатăра” сыхласа хăварнипе, чăннипех мухтанма пултараççĕ.

Шăмăршă районĕнче вара “Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ кашнинех хапăл. 50 пин гектара яхăн лаптăк йышăнать вăл. Унта вунă çул ытла ĕнтĕ йывăç кастармаççĕ, автотранспорт хатĕрĕсене кĕртмеççĕ. Çавна май сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕкпе тĕрлĕ чĕр чун ирĕклĕн ĕрчет, çут çанталăк хăйĕн малтанхи сăнне упрать.

Çĕнĕ Чукалти “Сивĕ çăл” текен вырăн епле хитре! Темиçе çул каялла ăна чăвашсен паллă скульпторĕ Федор Мадуров тăрăшнипе тирпейлесе, карта тытса чипер сăн кĕртнĕччĕ.

Виçпÿрт Шăмăршăна пырса кĕрсен тĕне /православи/ кĕмен чăвашсен тăхăмĕсемпе паллашма пулать. Илпек Микулайĕ хăйĕн “Хура çăкăр” романĕ валли тупнă сăнарсем çинчен те кунта пурăнакансем темĕнччен каласа кăтартма, халăх писателĕн музейĕпе хаваслансах паллаштарма пултараççĕ.

Пулса курнă-и эпир вĕсенче? Пĕлетпĕр-и чăваш халăхĕ тĕрлĕ ĕмĕрсенче епле пурăннине? Хамăр тавралăх ытти çĕртинчен хитререх те селĕмрех пулнине чĕрепе туятпăр-и?

Çакăн йышши ыйтусене хуравлама питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен тăван тавралăхра сахал çÿретпĕр. Илсе те каймаççĕ, пĕрех хут! Ăçта эсир, похода пуçтаракансем, экскурси йĕркелекенсем, çула чĕнекенсем?

Çакă та интереслĕ: Чăваш Республикинче туризм ĕç-хĕлĕ те приоритетлă отрасльсенчен пĕри шутланать. Ăна ăнăçлă аталанма меллĕ условисем туса парасси - патшалăх политики. Кăна 1997 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕ йышăннă “Туризм çинчен” Саккунра шурă хут çине шултра сас паллисемпех çырса хунă. Ку çеç те мар-ха. Унтах республикăра туризм индустрине аталантарма, туристсен йышне ÿстерме тата туризм сферине инвестицисем хывма илĕртекен эффективлă экономика механизмĕ туса хума палăртнă. Пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те хăйсен территорийĕсенче туризм ыйтăвĕсене йĕркелесе пыма хушнă. Шел те, вунă çулта пысăк çитĕнÿсем тăвайман-ха эпир. Республика тĕп хулине килекен туристсен йышĕ ÿссех пырать пулĕ-ха. Вăрманалла кĕрсен вара нимех те çук.

Чăн та, хальхаççăн районсенче туризма 2007-2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăсем йышăнма тытăнни лава вырăнтан хускатассăн туйăнать. Анчах вĕсенче çав-çавах пĕтĕмĕшле сăмахсем, девизсем, ĕмĕтсем...

Умра - çу кунĕсем, нумайăшĕн отпуск, студентсемпе вĕренекенсемшĕн - каникул. Туризм ĕç-хĕлне йĕркелемелли чи меллĕ тапхăр. Туллин усă курасчĕ унпа.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика