28 мая 2007 г.
Турхан ялне 33 çул каялла çамрăк ветфельдшер Л.К.Кузьмин хăйĕн çемйипе килсе вырнаçрĕ. Малтанхи çулсенчех ветлечебница таврашĕ çамрăк специалистăн кăмăлне каймарĕ. Ялтан çур çухрăмра тип çырма хĕррипе вырнаçнă вырăн пушă та, кичем те туйăнчĕ. Çапах та аллине усмарĕ вăл. Кашни çуркуннепе кĕркуннех кунта тĕрлĕрен йывăç лартрĕ. Паян кунта улмуççи, слива, вишня, груша, виноград тата ытти йывăçсем те çимĕç параççĕ. Унсăр пуçне пилешĕ, сиренĕ, çĕмĕрчĕ, паланĕ таврана илем кỹреççĕ, ырă шăршă сараççĕ. Садра çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те илемлĕ. Çак йывăçсене Леонид Кузьмич пурне те хăй лартса ỹстерчĕ. Унсăр пуçне кỹлĕре пулă ĕрчетрĕ. Хальхи вăхăтра çакă ялăн чи илемлĕ вырăнĕ. Ял халăхĕ кунта тĕрлĕрен уяв ирттерет, савăнать, кăмăлне уçать.
Вăхăт çĕмрен пек шăвать. Халĕ ĕнтĕ Л.Кузьмин та тивĕçлĕ канура. Кỹршĕллĕ пулнăран ватлăх кунра та вăл вĕлле хурчĕ пек ĕçчен пулнăшăн тĕлĕнетĕп. Кашни çуркуннех тавралăха илем кỹрес тесе йывăçсем лартать, чечексем акать вăл.
_ Хам ĕмĕрте мĕн чухлĕ йывăç лартнине, ырă ĕç тунине шутласа та пĕтереймĕн, _ тет пенсионер кун пирки калаçу пуçарсан. Унсăр пуçне тата хуçалăхра мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать! Хăйĕн чĕлхесĕр янаварĕпе-лашипе пулăшса кама кăна ырă туман-ши?
Паян унăн пахчи чечек галерейи тейĕн. Кунта темиçе тĕрлĕ тюльпан, нарцисс, пион, роза... чечекĕсем хĕм сапса лараççĕ.
Кăчухне тавралăха тирпей-илем кĕртесси, ытларах чечек-курăк лартса хамăр пурăнакан вырăна капăрлатасси пирки нумай калаççĕ. Ку енĕпе Турханта пурăнакан Л.Кузьминран тĕслĕх илмелли пурах.
Кăнтăрта пурăнакан халăхсем çемьере ача çуралсан ун ячĕпе çимĕç паракан йывăç лартаççĕ. Çакнашкал ырă пулăм пирĕн патăрта та пур. Акă, В.Рыбкин çемйинче виçĕ хĕр çуралчĕ. Ашшĕ вĕсене хисеплесе кашнийĕн ячĕпе виçшер улмуççи лартрĕ. Ялта "Ваççук тополĕ" текеннине вара 44 çул каялла каллех çемьере ывăл çуралнă ятпа чĕртнĕ. Ватăлчĕ те ĕнтĕ йывăç. Вуллине те пĕччен ытамласа тытаймăн.
Эпир шкулта ĕçленĕ чухне çакăн пек ырă йăла пурччĕ. Кашни вĕренсе тухакан асăнмалăх хурăнсем лартса хăваратчĕç. Çак йăлана малалла та тăссан тавралăх епле илемлĕ пулĕччĕ!..
Асатте-асаннен йăлипе кашни çыннăн çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çуратса ỹстермелле, йывăç лартмалла. Çаксене пăхăнсан пурнăç та хитре, кăмăллă пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)