14 апреля 2007 г.
Апрелĕн 12-мĕшĕ – тĕнчипех чи паллă кунсенчен пĕри. 1961 çулхине çак кун Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Гагарин «Восток-1» караппа çĕр чăмăрĕ йĕри-тавра вĕçсе çаврăннине тата çĕр çине ăнăçлă анса ларнине тĕнчери пĕтĕм халăх сывламасăр сăнаса тăнă. 50 çул хушшинче вара Байконуркосмодромри площадкăсенчен3,5 пин ытла космос карапĕсемпе тĕрлĕрен ракета тĕнче уçлăхне штрумланă. Космос карапĕсене тытса пыракансем хушшинче Чăваш çĕршывĕ çитĕнтернĕ А.Николаев, М.Манаров, Н.Бударин пулнипе эпир яланах мухтанма тивĕçлĕ.
Байконур полигонăн биографийĕ вара 1955 çултанпа историе сыхăнса юлнă. Казахстан территорине кĕрекен пуш хирте кĕске хушарах хăватлă стартплощадкăсем, монтаж тумалли корпуссем, инфраструктура объекчĕсем ÿсе-ÿсе ларнă.
Асăннă космодром площадкисенче пирĕн районтан та 150 ытла çамрăк çар хĕсметĕнче тăнă. Чи малтанхисем Упамса каччи П.Сымов, Çĕнĕ Ахпÿртрен В.Иракин, Анат Туçаран Г.Торговцев, Патăрьелĕнчен А.Ресметов, Сăкăтран Ф.Тенюков тата ыттисем пулнă. Вĕсем 1961 çултан пуçласа 1964 çулччен çар службинче тăнă. Чи çамрăккисенчен пĕри – Нăрваш Шăхальтен, 1981 çулта çуралса ÿснĕ А.Митрофанов. Алексей хăйĕн Конституции тивĕçне 1999-2001 çулсенче пурнăçланă.
Калаçăвăм Упамсари П.Сымов (ÿкерчĕкре) пирки-ха. Вăл 1941 çулта çуралнă. Упамсари çичĕ çул вĕренмелли, унтан Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Канашра механизаторсем хатĕрлекен училище пĕтернĕ. Унтан çара кайиччен (1961 ç.) «Красная Поляна» хуçалăхра механизаторта вăй хунă. Çамрăклах хăйĕн юлташĕсем хушшинче ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çĕртме сухи тунă, акма çĕр хатĕрленĕ, икĕ сеялкăллă агрегатпа тырă акнă. Хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх фермисем патĕнче тăрăшнă. Халăх тата хуçалăх вали вăрмантан вут-шанкă, строительство материалĕсем кÿнĕ. Кашни ĕçех чыслăн пурнăçласа, нормăна чылай ирттерсе тултарса пынă.
Çар хĕсмечĕ ăна Казахстана, Байконур космодромне илсе çитерет. Сăпайлă чăваш каччи кунта та службăн вăрттăнлăхĕсене хăвăрт хăнăхса алла илет. Ахальтен маар ĕнтĕ Петр Сымова космоспа çыхăннă чи кăткăс ĕçе – боеголовкăсем пухнă çĕрте аслă мастер пулма шанаççĕ.Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ çуралнă çĕр-шыва отпуска килсе кайма та тивĕçнĕ. Служба вăхăтĕнче сержант темиçе хутчен те космонавтсемпе тĕл пулнă, Ю. Гагаринпа тата А. Николаевпа алă тытсах калаçнă. А. Николаевпа вара трибуна çинче те юнашар тăнă. 1964 çулта хĕсмете ăнăçлă вĕçлесе тăван яла таврăннă. Упамсари 8 çул вĕренмелли шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ĕçленĕ хушăрах, куçăмсăр майпа, 1976 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Учительтен пуçласа шкул директорĕн заместителĕ, директора çитиччен ÿснĕ. Шкул команди йĕлтĕрпе чупассипе, художество пултарулăх коллективĕ хăйĕн ăсталăхĕпе районта иртекен мероприятисене Хастар хутшăннă, начар маар вырăнсене ышăнма пултарнă.
Ĕçне кура хисепĕ. Петр Афанасьевичăн Хисеп хучĕсемпе тав тунисен шучĕ те çук. Çавăн пекех ăна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ паллăпа тата « В.И. Ленин çуранăранпа 100 çул çитнĕ ятпа, Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чысланă. Ĕç ветеранĕ» медаль кавалерĕ халĕ тивĕçлĕ канура. Унăн мăшăрĕ,Таисия Андреевна та Упамсари шкулта 39 çул ĕçленĕ. Иккĕшĕ 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстерсе, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.Ывăлĕсене илес пулсан, Володьăпа Алексей иккĕшĕ пĕрле Псковри десант дивизинче службăра тăнă. Служба хыççăн Владимир Петрович Рязаньти десант училищинчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл батальон командирĕ, подполковник.
Алексей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академине пĕтернĕ. Халĕ Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлет. Вĕсен шăллĕ – Андрей та Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академинче 4-мĕш курсра вĕренет.
Хĕрĕсемпе те мухтанма пултараççĕ Сымовсем. Ирина аспирант – Чăваш патшалăх университечĕн аслă преподавателĕ.
Елена Шупашкарти патшалăх педагогика университетне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.
Çапла, Сымовсем Упамсасемшĕн çеç маар, районшăн та чи-чи тĕслĕхлĕ çемье.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)