Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан шкулĕн чапне çĕклекенсем

16 декабря 2006 г.

Турхан ялне тахçанах ĕнтĕ хамăр районта çеç мар, Чăваш Енре те пурте пĕлеççĕ. Кокель художник ячĕ вара Раççей шайĕнчех янăрать. Турхан вăтам шкулĕ те районти чи аслă шкулсенчен пĕри. Пултаруллă çынсемпе пирĕн тăрăх пуян. Турхан шкулĕ вара – хăйĕн хастар вĕренекенĕсемпе.

Акă, ачасем районти вунă ытла олимпиадăра малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Унсăр пуçне вĕсем тĕрлĕ ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕ конкурса та харсăррăн хутшăнаççĕ.

Турхан шкулне мухтав кÿрекен ачасен шутĕнче Андрей Осипова (11-мĕш класс ачи, истори, обществознани, технологи предмечĕсемпе малти вырăнсене йышăннă), Аня Шагаровăна (11-мĕш класра вĕренет, вырăс чĕлхипе литератури предмечĕсемпе маттур) палăртмалла. А.Осиповпа А.Шагарова вĕренекенсем кăçал çеç мар, ытти çулсенче те районти олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсенче тăнă.

Аня пултарулăхне район тулашĕнче те пысăка хурса хакланă. Ăна Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви I-мĕш степенлĕ диплом тата асăнмалăх медаль парса чысланă. Çак парнесене вăл республикăра ирттерекен “Амăш чĕри” конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнса тивĕçнĕ. Чăнласах та пултаруллă пирĕн Аня! Çакна вăл район пуçлăхĕн стипендине илсе тăни те çирĕплетет.

9-мĕш класра вĕренекен Руслан Горшков. Истори тата обществознани предмечĕсемпе 10-мĕш класс ачисем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Ку хутĕнче вара Руслан право предмечĕпе районти олимпиадăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

“Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференци-фестиваль пирĕн районта сумлă вырăнта. Ăна йĕркелесе яни те виççĕмĕш çул çеç-ха. Унта çĕнтерекенсем вара тÿрех республикăри ăслăлăх тĕпчев конференцине хутшăнаççĕ. Кăçал çак фестивале районĕпе 300 ытла ĕç тăратнă. Вĕсенчен 25-шне – чăваш чĕлхи тата литература, тăван ен культури, вырăс чĕлхи тата литература, акăлчан чĕлхи, математика, хими, биологи, музыка, физика предмечĕсемпе – пирĕн шкул ачисем çырса хатĕрленĕ. Çаксенчен 20 ĕçĕ вара малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ăслăлăх конференци-фестивале хутшăннă ачасенчен чи çамрăкки 2-мĕш класри Валерий Андреев пулнă. Хăй ĕçĕпе мала тухса мухтав хучĕ илме тивĕçнĕ. Вăл хăйĕн тетĕшĕн Арсентий Андреев поэтăн пултарулăхне тĕпченĕ. Малашне хăй те сăвăç пулма ĕмĕтленет.

Вун пĕр çулхи Родионпа тăхăр çулхи Карина Родионовсем те ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕсене хастаррăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика