02 декабря 2006 г.
ЧР Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Указĕпе килĕшỹллĕн республикăри мĕн пур хулапа ялта йывăç лартмалли, тавралăха тирпейлесе илемлетмелли уйăхлăх иртрĕ. Юлашки çулсенче вăл нумай çĕрте çирĕп йăлана кĕнĕ пысăк ĕçсен хавхаланăвĕ пулса тăчĕ.
Ĕлĕкрех çут çанталăка упрас ыйту хăш-пĕрисемшĕн вак-тĕвек япала пек çеç туйăнатчĕ. Паян вара ку юхăмран никам та айккинче тăрса юлмасть: ватти те, çамрăкки те, ача-пăча та. Халăх ăнланулăхĕ ỹссе пынă май тавралăха илем кỹресси тата тирпейлĕхшĕн кĕрешесси чылайăшĕн чун-чĕре туртăмĕ пулса тăчĕ. Акă, Турхан лесничествин лесничийĕ Наил Янтыков пуçарăвĕпе вăрманçăсем халиччен таврара пулман дендрари йĕркелерĕç. Унта пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан е пачах ỹсмен тĕмсемпе йывăçсем вăй илеççĕ. Вăрманхĕрри Шăхальти Михайловсем хăйсен çемйипе кăна 0,3 гектар çинче сăнавлă вăрман хуçалăхĕ туса хунă. Унта кĕмĕл хыр кăна темиçе тĕрли çитĕнет. Кăнтăр йывăçĕсем - туя, пальма е эвкалипт йышши тĕмсем те ĕрчеççĕ. Лайăх аталанса çитсен кил хуçи - чăн-чăн вăрман ăсти - вĕсене хăй пекех тавралăхпа илеме юратакан çынсене тỹлев-сĕрех парнелет. Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ляпкин та ăста вăрманçă, çут çанталăк тĕпчевçи пулнипе палăрма ĕлкĕрчĕ.
Йывăç, тĕм лартассипе субботниксемпе воскресниксем ĕлĕк те ирттернĕ-ха. Анчах лартнă йывăçсен хисепне чылай чухне "маччаран" илсе кăтартнă.
Халĕ пачах урăхла. Кăçалхи çуркуннепе кĕркуннене, çу кунĕсене усăсăр ирттермен. Районта тăватă парк, икĕ сквер, ултă аллея, виçĕ çĕрте çĕнĕ сад уçма май килчĕ. Пĕтĕмпе 50 пине яхăн тĕрлĕ йывăçпа тĕм лартнă. Тĕрлĕ çĕрте 10 пин тăваткал метра яхăн чечек клумби, 2000 тăваткал метр ытла газон чĕрĕлчĕç. Ялсемпе район центрĕ, организацисемпе предприятисен çывăхĕнчи территорисем куç умĕнчех çĕнелсе улшăнни халăха çак ĕçе пĕр хистевсĕрех хутшăнма хавхалантарать.
Кăçал кăна ултă асăну палăкĕ çĕкленĕ: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене тата афганецсене чысласа лартнисем, çамрăк мăшăрсен икĕ паркĕ тата Тикеш хулашĕпе Ишлĕ ялĕнче.
Халăх киввисене çĕнетсе йĕркене кĕртессипе те пикенсех ĕçлерĕ. Халиччен пулнă 19 парка, 3 сквера, 14 аллейăна, 7 сада юсаса çĕнетнĕ. Вĕсене пин-пин тĕрлĕ йывăç, тĕм, чечек лартса илемлетнĕ.
Кану вырăнĕсемпе те мухтанма пултаратпăр. "Труд" хуçалăх территорине кĕрекен "Ырçем", "Çăлкуç", "Хĕвеллĕ уçланкă", "Айтуш" кану зони тата ытти те.
Пĕлтĕр тата виçĕм çул ялти вăрман хуçалăхĕпе килĕшỹ туса 40 гектар йывăç лартнăччĕ. Кăçал уйрăм вăрман лаптăкĕ уçма май килмерĕ, ун вырăнне вун-вун ялта халăх тăрăшăвĕпе пĕчĕк садсемпе ращасем чĕрĕлчĕç. Çакна тума пире вун-вун номинаципе ирттерекен конкурс та хистесех тăрать.
"Таса шыв", "Пулăхлă çĕр" программăпа аван ĕçлесе пыратпăр. Пĕтĕм масара, çав шутра выльăх пытараканнисене те шута илсе тухрăмăр, вĕсене йĕркене кĕртесси вăйланса пырать. Тасамарлăхсене тĕлсĕр вырăна тăкассине пĕтертĕмĕр. Çапах та пăшăрхантараканни те пур-ха. Акă, урамсенче тирпей-илем йĕркине пăхăнманшăн 36 çынна штраф пама, тепĕр вăтăрăшне асăрхаттарма тиврĕ. Апла пулсан халăха тасалăхпа культура воспитанийĕ парассипе ĕçлемелли чылай-ха. Пăшăрхантараканни татах та пур. Хирсене унччен 3-4 тонна наркăмăшлă им-çам сапнă, кăçал 20 тонна патнех пуçтарăнать: çын пуçне çур килона яхăн! Пирĕн шутпа, хирти хурт-кăпшанкăна пĕтернĕ чухне те, колорадо нăррипе кĕрешнĕ чухне те биологи мелĕпе усă курасси çине куçса пымалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)