Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей пултăр мĕн ватăличчен

25 ноября 2006 г.

 

Кулленхи почтăна килĕрен валеçсе тухнă çĕре веçех каç пулса çитет. Паян та çаплах пулчĕ. Кĕр пыльчăкĕ ура çумне çыпăçнăран, утма кансĕрри те вăхăта самаях илчĕ. Ĕшенчĕклĕн çитсе кĕчĕ В.Партасова киле. Юрать шанчăкĕ пур. Пỹрт-çурт тирпейлĕ, ăшă. Выльăхсене пăхнă. Мăшăрĕ хуçалăхри ĕçсене пурнăçлать. Хĕрĕ ăна пулăшать. Çавăнпа паянхи ĕçе ырана хăвармасть Валентина Алексеевна. Почтальонка пенси-пособисене вăхăтра валеçет, хаçат-журнала кĕтнĕ кун подписчиксем патне çитерет. Сумкине пушатмасăр киле таврăнмасть.

Упамса хĕрех пулнă Валя. Ачалăхĕ ялта иртнĕ. Улттăн пĕр тăван ỹснĕ вĕсем. 3 хĕрпе икĕ ывăлтан асли вăл. Çавăнпа пурнăç тутине çамрăклах ас тивнĕ.

-Паян ырлăхра пурăнатпăр. Ĕлĕкхине аса та илес килмест. Вăрмантан мĕн чухлĕ вутă кăларма хутшăнман-ши. Мунчала тума тарăн çырмана çăка йывăç хуппине сĕтĕ-реттĕмĕр. Çи те питĕ пулман ĕнтĕ. Аслисем хĕрхенетчĕç. Çавах чăтнă, - иртнĕ кунсене куç умне кăларса тăратать Валентина Алексеевна.

Ялти шкултан вĕренсе тухсан малалла пĕлỹ пухма кайман вăл. Колхозри чылай йывăр ĕçсене хутшăннă. Ыттисемпе танах çум çумланă, утă çулнă, тырă вырнă.

1970-1980 çулсенче Упамса почтальонкисем тăтăш улшăннă. Сăлтавĕте пулнă. Куллен Турхан почтине çуран кайса тулли сумка йăтса килсе 200 киллĕ ялта валеçсе пĕтермелле. Кĕркуннепе çуркунне вăрман çулĕ час типмест. Лаша та техника çỹремен вăхăтсенче 8 çухрăмри пыльчăка ашма çăмăл пулман-çке. Çак ĕçе кỹлĕннĕ Валя вара нăйкăшаканскер пулман. 28 çул ялтан-яла, килтен-киле çỹресе миçе çухрăм утнине шутламасть вăл. Маларахри вăхăтсенче çемйи çемйипе 10-12-шер хаçат-журнал çырăнакансем пулнă. Халĕ тĕрлĕ тавар сутаççĕ. Умма та, хыçа та сумка çакма тиветех. Пĕр çăмăллăхĕ пур. Яла асфальтлă çул çитет. Автобус çỹрет. Куллен 5 рейс тăвать. Çул юлташĕ те пур. А.Волкова почтальонкăпа ĕçлеççĕ.

Иртеççĕ кунсем, шăваççĕ çулсем. 55 çула хыçа хăварнине ĕненес те килмест. Пурнăçри самантсем кирек хăшĕ те уçăмлă. Ашшĕ пирки аса илỹсем нумай почтальонкăн. 17 вĕллерен 120 çемьене çитернĕччĕ Н.Пятаков. Шел, пурнăçĕ ир татăлчĕ. Упа тытнă хыççăн час-час чирлерĕ. Сывалаймарĕ. Хунямăшĕпе пĕр çăварта пурăнчĕ. 31 çул хушшинче 31 сивĕ сăмах та калаçман. Кинĕ ватта, асли çамрăка ăнланнă, вĕрентсе пынă.

Мăшăрĕ те Турă çырни пулчĕ В.Партасовăн. Колхозра механизаторта ĕçлетчĕ вăл. Хуçалăх саланнăран килти ĕçсемпе çеç юлчĕ.

Çын хушшинче пулни, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни Валентина Алексеевнăна чыс хисепе ỹстерме пулăшрĕ. Пĕр хутчен çеç мар ял совечĕн депутатне суйланă ăна. Çыхăну уйрăмĕн, колхоз правленийĕн хаклă парнисене, Мухтав хучĕсене тивĕçнĕ почтальонка. Çулĕпе чылай çамрăк курăнать-ха. Малалла ĕçлес ĕмĕчĕ те пур Валентина Алексеевнăн. Эпир те çуралнă кун ячĕпе саламласа сывлăх сунасшăн ăна. Хаçат-журнал çырăнтарас ĕçре малашне те пуçарулăх кăтарттăрах. Çур яла халĕ те районти "Авангарда" 40 экземпляр салатать вăл.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика