15 ноября 2006 г.
"Салтака юрăхлă пултăр", - теççĕ мĕн авалтан ывăл çуралсан. Çарта пулманнисене ĕлĕк чăн-чăн арçын вырăнне хуман, хисеплемен, хĕрсем те пăхасшăнах пулман. Саманине май çынсен шухăшлавĕ те улшăнчĕ. Шел те, юлашки вăхăтра çартан пăрăнса юлас текенсем час-часах тĕл пулаççĕ. Хăшĕ-пĕри мĕнле те пулин чир сăлтавĕ тупать, тепри тарса çỹрет, виççĕмĕшĕ ашшĕ-амăшĕ пĕччен, ватă, чирлĕ тесе пăрăнать.
Çапах та çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлакансем те йышлă. Салтак атти тăхăнма хатĕр е хирĕç пулни ашшĕ-амăшĕн воспитанийĕнчен те килет-тĕр.
Акă, Упамсари Альбинăпа Александр Черновсем ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен ỹссе çитсен салтака каймалла, çавăнпа та çирĕп сывлăхлă пулмалла, спортпа туслашмалла, тесе вĕрентсе ỹстернĕ. Тăватă ывăл çитĕннĕ çемьере: пĕринчен тепри патвар, кĕрнеклĕ.
Альбина Андреевна ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕнче вăй хунă, мăшăрĕ - колхозра. Хĕр ачасем пулманран арçын ачасем кил-хуçалăхри мĕн пур ĕçе хăйсем пурнăçланă: выльăх-чĕрлĕх пăхнă, кил-çурта тирпейленĕ, урай та çунă. Каникулта колхоз ĕçне те хутшăннă, спортпа туслашнă.
Çулĕсем çитсен, пĕрин хыççăн тепри салтака кайнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн кĕçĕннине, паллах, çара илмессе те пултарнă. Ку вăхăт тĕлне Альбина Александровна, 37 çул сывлăх хуралĕнче ĕçленĕскер, тивĕçлĕ канăва та тухнă ĕнтĕ.
- Эпир ачасене çартан мĕнле хăтарса хăварар-ши тесе нихăçан та шухăшламан. Унтан вĕсем тĕрекленсе, чăн-чăн арçын пулса килеççĕ вĕт. Тавра курăмĕ те анлăланать. Пурнăçа урăхларах хаклама, ашшĕ-амăшне ытларах хисеплеме вĕренеççĕ. Андрея çара кайма повестка парсан, чăнах та, чун ытларах хурланчĕ. Ашшĕнчен çамрăкла юлнăран хĕрхентĕм-ши? Самани те лăпках марччĕ. Анчах хăйне палăртмарăм. Гена, Саша, Сергей тетỹсем çарта маттур пулчĕç, эсĕ те вĕсенчен ан юл, лайăх çаврăнса кил. Командирсене итле, вĕсем хушнине чыслăн пурнăçла, тесе ăсатрăм Андрея,- аса илет тăватă салтак амăшĕ.
Андрей çар ретне кỹршĕ ачипе Николай Белковпа лекнĕ. Иккĕшĕ пĕчĕкрен пĕрле выляса ỹснĕ, кỹлле шыва кĕме чупнă. Андрей улттăра, Николай пиллĕкре чухнех кĕрешекенсен секцине çỹреме пуçланă. Пушă вăхăта пĕрле ирттернĕ каччăсем.
Шкул пĕтерсен Андрей Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ, тепĕр çултан юлташĕ те Шупашкара çитнĕ, механизаципе технологи техникумĕн студенчĕ пулса тăнă. Иккĕшĕ те ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹренĕ, спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă. Вĕреннĕ çĕртен çара каяс шухăша та пĕрлех сỹтсе явнă, килтисене систермесĕр çар комиссариатне кайнă. Кĕркунне вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Каччăсем Саратов хулинчи çар чаçне лекнĕ. Кунта вĕсем çар çыхăнуçин профессине алла илнĕ. Çулĕсене кура мар ăнлануллă, приказсемпе хушусене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, çар наукине хăвăрт ăнкаракан, самбо секцине çỹресе лайăх кăтартусемпе палăрнă чăваш каччисем офицерсене пур енĕпе те килĕшнĕ. Вĕренỹ вĕçленсен вĕсене кĕçĕн сержант званине панă, службăна тăсма ротăнах хăварнă. Кĕçех аслă сержант званине илнĕ. Туссем хăйсене пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартнă. Самбо, çăмăл атлетика, футбол - спортăн пур енĕсемпе те палăрнă вĕсем.
Чăваш каччисене мухтаса çар округĕн хаçатĕнче пысăк статья пичетлесе кăларнă. Звани енĕпе те ỹссех пынă вĕсем, старшинана çитнĕ. Киле лайăх характеристикăпа таврăннă.
Чупать-чупать аса илỹ çăмхи. Салтаксен амăшĕн пичĕ-куçĕ савăнăçпа çиçет. Кĕçĕн ывăлĕ киле тĕрĕс-тĕкел, чăн-чăн ар çын пулса таврăннăшăн хĕпĕртет вăл. Сăмахне Альбина Александровна çапларах вĕçлерĕ.
Çара кайма ят тухнă каччăсене çапла сĕнес килет: çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе таса чун-чĕрепе пурнăçлăр. Сывлăхлă пулăр. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)