30 сентября 2006 г.
"Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем" çинчен калакан федераци саккунĕн 131 статйипе килĕшỹллĕн, вырăнсенче влаçăн çĕнĕ тытăмĕ ĕçлеме пуçласан чи пирвай тĕп ыйтусене: тирпей-илемпе ĕçлессине, пĕчĕк бизнеса аталантарассине, налук пухассине, çул тăвассине, ял çыннин культурипе ăс-хакăлне ỹстерессине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç.Ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе интересленсе Турхан тăрăхне çитсе килтĕмĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Сымовпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Александр Николаевич, çак пысăк та йывăр лава эсир улттăмĕш çул тăвалла туртатăр. Ĕçе кỹлĕннĕренпе самаях ырă улшăнусем турăр. Вĕсемпе вулакансене паллаштараймăр-ши?
- Пирĕн ял тăрăхне Турхан, Тури Тăрмăш, Упамса, Хурама Твар ялĕсем кĕреççĕ. Йĕри-тавра вăрман. Пирĕн ĕçре вак-тĕвек çук. Суйлавçăсем вăл е ку ыйтусене хускатсах тăраççĕ. Вĕсемшĕн ял çыннин пурнăçне лайăхлатмалла тени пуш сăмах çеç. Уçăмлă, пĕчĕк ĕç туни уншăн темиçе хут лайăхрах. Район администрацийĕ пулăшса пынипе эпир газ кĕртессипе нумай ĕçлерĕмĕр. Пур ялта та, 54 киллĕ Хурама Тварĕнче те, халĕ газпа ăшăнаççĕ. Çак пĕчĕк ялшăн Тури Тăрмăшран 9 çухрăм газ трасси хыврăмăр. Çакăншăн ял халăхĕ мĕнлерех савăннине каласа пама сăмах та çитмест.
Тепĕр пысăк ыйту вăл - çул-йĕр тăвасси. "Шкул патне - çул" проектпа килĕшỹллĕн ку урама вак чул сарчĕç. Унччен кĕрлĕ -çурлă пылчăк çăрăлатчĕ. Турхантан Хурама Твара каякан çула та 5 çухрăм хăпартса вак чул сарса тирпейлерĕç. Кĕçех асфальтпа витеççĕ. Турхан - Первомайски çулне тунă чухне те нумай чупма лекрĕ. Халĕ Ленин урамне (Турхан поселки) çити 2 çухрăм тăсасшăн. Çул-йĕр тунă çĕрте ДПМК тата ООО "Шигирданы" организацисем лайăх ĕçлеççĕ. Кун хыççăн ял хушшинчи кĕперсене йĕркене кĕртме пикенесшĕн. Бюджетра укçа пур, килĕшĕвне тунă.
- Пĕччен автан çиме, ушкăнпа авăн çапма лайăх, теççĕ. Сире ĕçре камсем пулăшса пыраççĕ?
- Çĕнĕ закон вăя кĕнĕренпе власть тытăмĕнче те улшăнусем пулчĕç. Халĕ администрацин çеç мар, депутатсен пухăвĕ те пур. Вăл 12 депутатран тăрать. Ыйтусене шăпах вĕсемпе канашласа татса паратпăр. Ф.Белков пенсионер, П.Купцов лесничий (Упамса), С.Манзуркин вăрман хуçалăхĕн директорĕн çумĕ, В.Косойкин механизатор (Турхан), Е.Сергеева пенсионерка (Тури Тăрмăш), Т.Давыдов клуб заведующийĕ (Хурама Твар) уйрăмах активлă.
- Районта пулса иртекен çĕнĕлĕхсем, ялти социаллă сферăри улшăнусем куç умĕнчех-ха. Ял культури, унăн пуласлăхĕ мĕнле шайра?
- Ман шутпа, культурăна аталантарасси яллă вырăнсенче тĕллевлĕ пулса пымалла. Ятарлă программа йышăнмасăр ял культурине çĕклеймĕн. Унăн малашлăхĕ çакăнта. Библиотека кĕнеке пуçтаракан кăна мар, çынсене хальхи вăхăта тивĕçтерекен информаци илме пултаракан вырăн пултăр. Çакна тĕслĕхлĕ библиотекăсем çеç тума пултараççĕ. Пирĕн тăрăхра 2 культура çурчĕ, 2 клуб, 2 библиотека. Çителĕклĕ ĕçлеймеççĕ вĕсем. Турханти Культура çурчĕ 13 çул хутăнмасть, ăшă системи юрăхсăра тухнă. Асăннă çурт-йĕртен пĕри те газпа ăшăнмасть. Килес çул Упамсара газ кĕртме пăхнă, проект хатĕр. Кашни ялтах ял уявĕсем ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть Хурама Твар 75 çул тултарнине паллă турăмăр. Культурăна çĕклессишĕн пирĕн çанă тавăрсах ĕçлемелле.
- Нацин "АПК аталанăвĕ" проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа хресчен шухăш-кăмăлĕ улшăнма тытăнчĕ. Хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредит уссине курнисем тĕрлĕ кооперативсем уçасси пирки калаçкалаççĕ. Сирĕн патăрта мĕнле?
- Çăмăллатнă майпа 2 процентлă кредит илекенсем пирĕн 30-ăн. Г.Алексеев, С.Базунова укçана ĕçе кĕртрĕç те ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме хуралтăсем çавăрчĕç. С.Рябчиков ăратлă ĕнесем туянасшăн. А.Богданов, С.Осипов "Çамрăк çемье" программăпа илнĕ кредит укçипе çĕнĕ çуртсем çĕклерĕç. Пĕлтĕр 6 çемье çĕнĕ çурта куçрĕ. Ял тăрăхĕнче пахча çимĕçе, çĕр улмине, сĕте вырнаçтарма, пахча сухалаттарма пĕр кооператив йĕркелемеллех. Ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса памалла. _
-Александр Николаевич, хальхи вăхăтра сире мĕн ытларах пăшăрхантарать?
-_ Хресчен ĕçне хакламанни, çамрăксем çĕр ĕçĕнчен писни, урамсен тирпей-илемĕ, ачасен йышĕ чакса пыни тата ытти те . Ялсенче пĕвесем сахал. Тепĕр çул Упамсара, Хурама Тварта çак енĕпе ĕçлесшĕн. Çулсене хăпартса тикĕслесе вак чул сармалла. Урамсен икĕ енĕпе йывăçсем ларттарасшăн. Тирпей-илем пирки пĕр самантлăха та манмалла мар.
- Тавах калаçушăн, çапла пултăрччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)