26 августа 2022 г.
ТУРХАНТИ врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пыракан волонтер-медиксем çуллахи каникулта та пушă тăмаççĕ. Вĕсем нумай пулмасть "Ырăлăх яла" акципе "СахарÇ" мероприяти йĕркеленĕ. Альбина Лукс фельдшер тата Галина Карлинова санитарка пулăшнипе Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем ирпе ирех Анат Тăрмăш тата Çăл Атăк ялĕсенче пурăнакан 25 çыннăн юнри сахăр шайне глюкометрпа тĕрĕсленĕ. Глюкоза пысăкраххисене тĕрĕс апатлану пирки çырнă ятарлă листовкăсем панă, çавăн пекех районти тĕп больницăна кайса анализсем пама сĕннĕ.
Анатолий Валентинович пĕлтернĕ тăрăх, выçă хырăмла юн панă чухне унра глюкоза шайĕ 3,3-5,5 ммоль-л пулмалла, апат çинĕ хыççăн 5,6-6,6 ммоль-л шайран пысăк кирлĕ мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)