30 июня 2022 г.
Районти шкулсенче "Ире-волонтер-медиксемпе" акци иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ Турханти уйрăмăн çамрăкĕсем пулнă. Мероприятие 15 шкулти 450 вĕренекен явăçнă.
Волонтер-медиксем çитĕнекен ăрупаирхизарядкăнатăнă, манекен çинчешăлсенемĕнлесывă упрамаллинекăтартнă, апатланупиркикалаçнă, медицинапрофессийĕсемпепаллаштарнă, чианлă сарăлнă чирсенеасаилнĕ, кĕтмен çĕртенйывăрлăхакĕрсе ỹкнисенепирвайхипулăшупамаллиневĕрентнĕ, чĕретаппиулшăнсан, сывлăш çулĕ хуплансанмĕнтумаллине ăнлантарнă.
"Çыннăн пурнăçĕ ачалăхран пуçланать. Шăпах çавăн чухне унра ыттисене ырă тăвас туйăмсем çуралма пултараççĕ. Волонтерсем лайăххине сахал мар вĕрентме тăрăшаççĕ. Вĕсен малашлăхĕ пысăк. Кирли патне интерес çуратма, япăххине асран кăларма, чăнлăхăн хуравне хăв тĕллĕн шыраса тупма хăнăхтарас çул çине тăма хатĕрлеççĕ вĕсем хăйсемпе пĕр шухăшлисене. Акци тĕллевĕ çакăнта пирĕн",- тет волонтер-медиксен вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Анатолий Кольцов.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)