15 февраля 2022 г.
Турханти врач офисĕн тухтăрĕ А.Кольцов ялти вăтам шкул çумĕнче "Волонтерсем - медиксем" ушкăн йĕркеленĕренпе кăçалхи март уйăхĕнче 3 çул тулать. Унтанпа мĕн чухлĕ ырă ĕç тунине шутласа та кăлараймăн. Çакна 5200 сăн ỹкерчĕк те уççăн çирĕплетет. Вĕсене ертỹçĕ социаллă сетьсене лартса пырать.
- Çынра ĕмĕт çуралсан ăна малалла аталантарма пулать, çулăмĕ çине вуттине çеç вăхăтра тата ытларах хурса пымалла,- тет Анатолий Валентинович ушкăна çỹрекен ачасем пирки сăмах пуçарсан. - Хавхалантарăвĕ те темех çук пирĕн. 2019 çулта районта, республикăра "Вырăнти волонтерсен чи лайăх отрячĕ" ята тивĕçрĕмĕр. Улттăн Чăваш Енрен (пурте Турхантан) волонтерсен пĕтĕм тĕнчери форумне хутшăнтăмăр. Вăл Иваново хулинче иртрĕ. Тĕнчери 45 çĕршывран 450 çын явăçрĕ унта. Раççейĕн 85 регионĕнчен хăйсен ĕçне çутатакан материалсем тăратнăччĕ. Пирĕн ушкăн пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ятарлă сумккăсем, футболкăсем пачĕç. Чăннипех те савăнтăмăр.
Ытти чухне вара А.Кольцов çитĕнекен ăрăва значоксем, Хисеп хучĕсем парать. Никамран та нимĕн те кĕтмеççĕ вĕсем. Çынсене ырă тунăшăн тав сăмахĕ илтсен савăнаççĕ.
Ĕçĕ вара питех те курăмлă. Мĕнле кăна акцие хутшăнмаççĕ-ши? "Раççей - юрату çĕршывĕ", "Вăрăм ĕмĕрлисене - ăшăлăх", "Эпир - пĕрле", "Çуркуннехи витаминсем", "Шăнкăрч", "Ветеран çурчĕ умĕнчи парад", "Киноэкологи", "Эсĕ çакна суйланă", "Симĕс квест" тата ытти те. Юлашкинереххи вара - "Прививка тутар!". Коронавирус инфекцийĕ сарăлма пуçласан йĕркелерĕç ăна. Кашни кил почта ешчĕкнех каварлă вирусран мĕнле сыхланмалли çинчен пичетлесе кăларнă брошюрăсем хурса тухрĕç. Вакцина яртарма ăçта пымаллине палăртрĕç. Пĕр-пĕр киле икшер-виçшер хутлани те пулчĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсене хулари ывăл-хĕрĕ прививка тутарма тăхтаса тăма ыйтнăран та пулас. Тăрăшуллă ĕç харама каймарĕ. Турхан участокĕнче чиртен хỹтĕленекенсен йышĕ районти вăтам кăтартуран чылай пысăкрах пулчĕ. Халĕ ревакцинаци тутараççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре тепĕр чухне ăнланулăх çеç кирлĕ. Акă, волонтерсем пирус туртакансемпе юнашар тăрса ирхи уçă сывлăшра çывăхри вăрмана утассине йĕркелерĕç. Пĕринче 3-4, тепринче 7-8 çын пулчĕ. Аслисем çитĕнекен ăрăва хăйсен çамрăклăхĕ пирки каласа параççĕ. Вăрман усă кỹнине çирĕплетеççĕ. Юр хỹсе лартман кунсенче такăрлатнă сукмак çине тухакансем пурах.
Çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, ял халăхĕ ватăлса пырать. Çакна пытараймастăн. Ватă çумне вара чирĕ те çулăхать. Чылайăшне юн пусăмĕ ỹс- ни пăшăрхантарать. Мĕне пула ỹсет-ха вăл? Тата талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче? Волонтерсем çуллахи вăхăтра ирхи сăвăм хыççăн сĕт пама тухакансем патне çỹрерĕç. Чылайăшне кирлĕ сĕнỹ пама тăрăшрĕç.
Сахăр чирĕ те канăçсăрлантармасăр тăмасть. Унпа аптăракансем сахал мар. Вăл организмра хăш шайра пулнине пĕлес тесен глюкометр кирлĕ. Врач амбулаторийĕнче пĕрре пулнă-ха вăл. Волонтерсем валли вара çителĕксĕр. Анатолий Валентинович ытларах туянма май тупнах.
- Тăрăшмасăр никам умне те пурлăх йăтăнса анмасть. Волонтерсемпе кивĕ хут пухассине йĕркелерĕмĕр. Усă курнă хаçат-журнал, лавккара пушаннă курупкасем çителĕклех. Мĕншĕн вĕсемпе çỹп-çап ешчĕкне тултармалла? Михĕсем çине пухма пуçларăмăр. Капла та ĕçе малалла яма çук. Вĕсене ăçта хурса пымалла? Турханта çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Александр Салмин пирĕн ĕçе çăмăллатрĕ, преслакан хатĕр туянса пачĕ. Пухăннă укçа-тенкĕпе пĕччен пурăнакан ватăсене теплерен пĕрре çăкăр туянса пама май пулнишĕн савăнатпăрах,- калаçăва малалла тăсать Анатолий Валентинович.
Пĕччен пурăнакан ватăсене кăçатăсем те парнеленĕччĕ вĕсем. Çĕнĕ çул умĕн Хĕл мучипе Юр пике пулса сусăртарах тата йывăр шăпаллă ачасем патне пылак кучченеçсем çитернĕччĕ.
Куллен тухтăр патне йышăнăва чылай пациент пырать. Тепĕр чухне чирлĕскерсем рецептпа çырса панă эмелсене вăхăтра илме кайма пултараймаççĕ. Ỹркенмеççĕ волонтер-медиксем. А.Кольцов илсе килсе панисене килсене салатаççĕ. Епле хĕпĕртемĕн çакăншăн?
Кил-çуртра усă курнă батарейкăсем чылай çул тавралăха сиенлетеççĕ. Вĕсене пухассине те йĕркелерĕç волонтерсем.
Çак ĕçсене тухтăр ачасенче ырăлăх çуратас, вĕсен тавракурăмлăхне ỹстерес, ĕçе хăнăхтарас, инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарас, малашлăхне палăртас тĕллевпе те туса пыма тăрăшать. Малтанласа волонтер пулма хăйĕн ачисене явăçтарнă. Вĕсен çумне ыттисем хушăнса пынă. Халĕйыш самаях пысăк. Кĕçĕнреххисем аслисенчен хăнăхса пыраççĕ. Çынна ырă туни ăçта палăрнине сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче палăртма тăрăшаççĕ. Сочиненисем çыраççĕ.
Ăшă кăмăллисем, ырă чунлисем хăйсен малашлăхне медицина енĕпе çыхăнтаракансем те сахал мар. Акă, А.Нестеровăпа К.Егорова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренеççĕ. А.Шайдуков сывлăх сыхлавçи пуласшăн А. Кольцов ывăлĕ те Андрей çак тĕллевех тытнă.
Пурнăç çулне çын сывлăхне халаллакансемпе сахал мар ĕçлет Анатолий Валентинович. Врач амбулаторине ăста специалистсене, профессорсене чĕнсе илет. Медицина училищисенче, колледжсенче вĕренекенсене практика ирттерме майсем туса пама тăрăшать. Паллах, кашни мероприятие дистанци мелне пăхăнса ирттерет. Ачасене çынсемпе хутшăнассинчен пăрать. Илнĕ пĕлĕвĕпе, пухнă ăсĕпе вырăнлă усă курса ыттисене хавхалантарса пырать.
Хаклав
Н. Кошелева,Аслă Чемен ялĕ:
- Волонтерсен, вĕсен ертỹçин А.Кольцовăн ĕçĕ тава тивĕçлĕ. Таса чĕрисене пула шăпа вĕсене нумай çуллăха сывлăх, телей, юрату парнелетĕр.
М. Стефейкина, Шăхач ялĕ:
- Мĕн чухлĕ ырă ĕç тăваççĕ волонтерсем, тĕлĕнетĕп. Тухса çỹреймен çынсем аптекăсенчен эмелсем илсе леçсе панишĕн мĕнле хĕпĕртеççĕ. Манăн аннен те сывлăхĕ хавшак. Çак пулăшушăн хăйсен пурнăçĕ ăнтăрах.
А. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)